Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Спорт

Черетлĕ çитĕн

Çак кунсенче Хусанта кире пуканĕ йăтакансен Н.Жеребцов ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри турнирĕ иртнĕ.

Унта Чăваш Ен команди 2-мĕш вырăн йышăннă. Республика çитĕнĕвĕнче Елчĕк спортсменĕсен тÿпи те пысăк. 73 кг çитичченхи виçере Анатолий Узюкин спорт мастерĕ /Таяпа Энтри/ 198 очко пуçтарса пĕрремĕш, çак категорирех Леонид Цветков /Курнавăш/ иккĕмĕш вырăн йышăнса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. 85 кг çитичченхи виçере Дмитрий Енедеров /Тăрăм/ спорт мастерĕ виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Аэлина Чайкина /Элекçей Тимеш/ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлани те çитĕнÿ.

Финала хутшăнĕç

Патăрьелте шкул ачисем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Республикин Кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта ултă район-хула команди хутшăннă.

Хăйсен ÿсĕмĕсенче Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Кирилл Кузнецов 400, 1000 метра чупассипе çĕнтернĕ, Ульяна Петрова /Елчĕк/ 100 метрлă, Александр Ефимов /Курнавăш/ 1000 метрлă дистанцисенче 2-мĕш пулнă. Серафима Самакова, Кристина Жирнова /Кушкă/, Аделина Дмитриева /Патреккел/, Павел Окружнов, Дмитрий Можаев /Елчĕк/ çăмăл атлетикăн тĕрлĕ тĕсĕнче тупăшса 3-мĕш вырăнпа палăрнă.

Çапла майпа спортсменсем паян финалта вăй виçĕç.

Афганец ячĕпе

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Борисов афганеца асăнса ирттернĕ баскетболистсен черетлĕ первенствинче 13 команда ăмăртнă.

Çивĕч кĕрешÿре хĕр ачасен ушкăнĕнче Кивĕ Эйпеçсем, арçын ачасенчен Патреккелсем мала тухнă. Çулсеренхи турнира йĕркелессинче Юрăпа пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсем – Владимир Игнатьев воин-интернационалист, Лариса Романова, Виктор Ишмуратов, Лариса Александрова, Илья Журавлев, Надежда Лобанчикова тата ыттисем пысăк тÿпе хываççĕ. Хальхинче те вĕсем мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе чысланă, пĕтĕм командăсене вара тортпа сăйланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code