Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркотик илсе килме тăнă

Наркотик илсе килме тăнă

Чăваш Енри наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем наркотик çулне уçма паман, çак шухăшпа авăрланнă ют регион çыннине тытса чарнă. Вăл Чăваш Ене героин илсе килме тăнă.

Арçын наркотикăн пĕр пайне кÿрсе килме хăтланнă. Ют çĕршыв çынни хăйне евĕр меслетпе усă курнă – кроссовка тĕпĕнче 130 грамм героин пытарнă.

Анчах наркополицейскисем çав арçыннăн Мускавра тара илнĕ хваттерне ухтарнă чухне вăрттăн вырăнти наркотикне тупнă.

Суд айăпçăна çирĕп режимлă колоние 12 çул та 10 уйăхлăха яма йышăну кăларнă, унсăр пуçне унăн пысăк суммăлăх штраф тÿлеме тивнĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code