Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асăрхаттару ĕçне вăйлатмалла

Асăрхаттару ĕçне вăйлатмалла

Район администрацийĕнче террора хирĕçле комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Ларура кун йĕркине кĕртнĕ пĕр ыйтăва – вĕренÿ объекчĕсене терроризмран хÿтĕлесси тата вĕренекенсене хÿтлĕхпе тивĕçтересси – пăхса тухнă.

Ку ыйтупа райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Марина Чернова сăмах илнĕ. Вăл вĕренÿ организацийĕсенче терроризмпа экстремизмран, вĕсене çул пама пултаракан пулăмсенчен асăрханас тĕллевпе пурнăçланакан ĕçсем çинче чарăнса тăнă.

Террорла актсене хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ яланах пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе ятарласа хатĕрленĕ планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ полици сотрудникĕсем. Пай начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эдуард Никонов шăпах çак ĕç-хĕл пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.

Тĕп тема тавра пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев, Елчĕк район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Путяков та калаçнă.

Сăмах май, шкулсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусемпе пухусемпе класс сехечĕсем, уçă калаçусем тăтăшах ирттереççĕ, Хусанти инкек хыççăн уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ асăрхаттару ĕçĕсем çине. 2018 çулта Керчь хулинче пулса иртнĕ инкек хыççăн республикăри, çав шутран районти пур шкулта та видеосăнавсем, турникетсем вырнаçтарнă, шкулсене тимĕр шырамалли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.

Темăна Леонард Левый пĕтĕмлетсе çапла палăртнă:

– Тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатма тата лăпланса ларма юрамасть.Терроризм тата экстремизм сĕмĕллĕ преступленисене профилактикăлас ĕç çине вĕрентекенсен, çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕн те пысăк тимлĕх уйăрмалла, шкулсенче хурал ĕçне вăйлатмалла.

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code