Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Аграрисене пулăшаççĕ

Комбайн-трактор туянас тенĕ чухне аграрисене пулăшмалли майсем нумайлансах пыраççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе ял хуçалăх техники туянакансене тăкаксен 40 процентне саплаштараççĕ. Унсăр пуçне, пĕчĕк процентлă кредитсем те параççĕ.

Патшалăх тĕревĕпе аграрисем тухăçлă усă кураççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăк пуçланнăранпа 323 единица трактор-машина туяннă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай ытларах çакă.

Субсиди – тĕш тырă туса илме

Тĕш тырă туса илессине ÿстерес тĕллеве тĕпе хурса ку чухне пулакан тăкаксен пĕр пайне республика бюджетĕнчен субсиди парса саплаштарас ыйтăва иртнĕ кунсенче Правительство ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Саплаштару виçи тĕш тырă çитĕнтерме янă тăкаксен 50 проценчĕ таранах пулмалла. Çакă тырă экспортне йĕркелемелли механизма çирĕплетме те пулăшмалла. Вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 2021 çулта асăннă субсидие республикăри 500 ытла ял хуçалăх предприятийĕ илме пултарĕ.

Вăл ял хуçалăхне аталантарма ĕçе кĕртекен грантсене валеçесси пирки те чарăнса тăнă. Грант памалли майсем анлăланаççĕ. Малашне çак укçана 30 пин çын таран пурăнакан ял агломерацийĕсене кĕрекен поселоксенчи АПК предприятийĕсем те илме пултарĕç. Çавăн пекех парăмсемпе çыхăннă чăрмав та пĕчĕкленет: хуçалăх е предприяти парăмĕ 10 пин тенкĕрен иртмест пулсан та грант илме чăрмантармĕ. Тепĕр самант та пĕлтерĕшлĕ. Грант илнĕ май фермерăн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Малашне çав ĕç вырăнĕсенчен пĕринче фермер хăй шутланма пултарĕ.

Икĕ хутлă поезд

Шупашкар-Мускав маршрутпа икĕ хутлă поезд çÿреме пуçланă.

Вăл пурĕ 726 вырăнлă, 14 вакунлă. Вакунсенче кондиционерсем вырнаçтарнă. Телефонсене, тĕрлĕ гаджетсене сетьпе çыхăнтармалли хатĕрсем те пур. Поездра кÿмепе куçса çÿрекенсем валли ятарлă вакунсем те пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code