Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Санăн яту – Çĕнтерÿçĕ»

«Санăн яту – Çĕнтерÿçĕ»

ятпа Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн Хальхи вăхăтри искусствăн центрĕнче курав уçăлнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине халалланă проект йĕркелÿçисем – Раççей фотохудожниксен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, Хальхи вăхăтри искусствăн центрĕ, регионти фотокорреспондентсен музейĕ.

Сăмахран, Чăваш Енри фотокорреспондентсен музейĕн йĕркелÿçи Сергей Журавлев унта хăй вăхăтĕнче республикăра палăрнă фотокорреспондентсен Александрпа Георгий Костинсен, В.Исаевăн, В.Шемаровăн, С.Игнатьевăн, В.Романовăн, И.Никифоровăн, В.Черновăн произведенийĕсене тăратнă.

Сăн ÿкерчĕксен куравне çавăн пекех Валерий Железняковăн темиçе çула тăсăлнă «Çĕнтерÿ сывлăшĕ» проектĕнчи «Çĕнтерÿ кунĕ» ĕçĕ, ыттисем илем кÿреççĕ. Кунта çавăн пекех çамрăк авторсем валли те вырăн уйăрнă. Акă Ирина Вершинская тата Мария Чеснокова хатĕрленĕ портретсем куç тĕлне пулчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code