Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Информаци çĕнелсех тăрать

Информаци çĕнелсех тăрать

Халăх пурнăçĕнче цифра тытăмĕ çирĕпленсе пынă май çыравра та унпа анлăн усă курĕç.

Росстат ертÿçи Павел Малков пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра статистика органĕсенче çĕршыври чи хăватлă информаци тытăмĕсене йĕркеленĕ, статистика сăнавĕсен пысăк пайне электрон майпа туса пыраççĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме те ятарлă ВI-платформа ĕçе кĕртнĕ. Çак çĕнĕлĕх çитес вăхăтри çырав кăтартăвĕсене ытти çулхисемпе, çавăн пекех тĕрлĕ статистика тĕпчевĕпе те, танлаштарма май парать. ВI-платформăна демографи кăтартăвĕсене, предприятисен, суту-илÿ, хаксен статистикине кĕртеççĕ, информаци çĕнелсех тăрать.

Цифра çыравĕн кăтартăвĕсем, Чăвашстат палăртнă тăрăх, регион тата муниципалитет статистикине, çак шутра Раççейре 2021 çулта вăя кĕртме палăртнă муниципалитетсен цифра паспорчĕсене те пуянлатма пулăшĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code