Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравляем Можаеву Луизу Сергеевну

Поздравляем Можаеву Луизу Сергеевну

Елчĕк ялĕнче пурăнакан юратнă аннене, кукамая, пянама, мăшăра Можаева Луиза Сергеевнана 55 çулхи юбилей ячĕпе чун-чăререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр.

Тĕнчери мĕнпур ыррине сунатпăр сана — тулăх пурнăç, тулли телей те ăнăçу. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, пирĕн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла пултăр.

Хĕвел шевли ачашшăн çиçтĕр,
Лăпкатăр кăмалтан сана.
Чĕре саламĕ ăшшăн вĕçтĕр,
Ил йышăнса йăлтах ăна.

Салампа хĕрĕсем Оляпа Ксения, мăшăрĕ Геннадий, икĕ мăнукĕ Валерияпа Даниэла тата кĕруше Дима.

Почта: voikova88@list.ru
ID: 29735

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code