Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем семьи, любви и верности

Поздравления с Днем семьи, любви и верности

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире чĕререн Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе  саламлатпăр.

Çемье — пурнăçри çирĕп тĕрев, унăн çирĕплĕхĕ вара — юратупа шанчăклăхра. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, ăнланса пурăнни çемье вучахне сỹнме памасть.

Килĕштерсе пурӑнакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани паракан ашшĕ-амăшне  уяв кунě тав сăмахĕ калатпăр. Сирĕн кил-çуртăрта яланах юрату, тăнăçлăхпа çураçулăх хуçаланччăр, ачасемпе мăнуксен хаваслă кулли янăраса тăтăр.

Пурне те уяв ячěпе саламласа çирěп сывлăх,иксěлми телей, çутă малашлăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçу сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ      А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code