Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырма каçалăкĕ уçăлчĕ

Вырма каçалăкĕ уçăлчĕ

Владимир Рахмуллин ертсе пыракан «Яманчурино» ОООри тыр-пул ăстисем пирки республикăра ырă ят сарăлчĕ – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕçе кунта чи малтан, ăнăçлă йĕркелесе яма пултарнă. Çак сăлтавпа та юнкун районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Николай Курчаткин тата республикăри АПК тытăмĕнчи предприятисен ертÿçисем пулса курнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе вĕсем «Яманчурино» хуçалăхăн ытарайми анлă уй-хирĕсенче пулса курнă. Вĕсем кунта шăпах ĕç хĕрсе пынă вăхăтра пырса çитнĕ. Тулли пучахлă кĕрхи тулă хирĕнче пĕр харăс 3 комбайн тинĕс çийĕн ишнĕ евĕр мăнаçлăн çаврăм хыççăн çаврăм тунине асăрхама, чăнах, кăмăллă.

…Яманчÿрелсем пуçласа уй-хире ытларикун тухнă. Ун чухне 40 гектар йышăнакан лаптăкри пăрçана вырнă – кушăхтарма валемсене хывнă.

– Çанталăкĕ уяр тăрсан ăна шăматкун çапса тĕшĕлеме тухма пулать, – терĕ пăрçа вырма хутшăннă Николай Егоров комбайнер. Сăмах май, вăл – кăçалхи вырма каçалăкне уçаканĕ те.

– Унăн ĕçри ăсталăхĕ пысăк. Çакна асра тытса эпир ăна яланах чи яваплă ĕçсене шанса паратпăр, – терĕ Владимир Рахмуллин директор.

Малти – малах. Яманчÿрелсем кăçал акана та пуринчен малтан – апрелĕн 18-мĕшĕнче тухнă. Ир акнă вăрлăх сая кайман, пачах тепĕр майлă, ир пулса çитĕннĕ. Халĕ кунта вырма ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне кĕрхи тулла та 15 гектар çинчен пухса кĕртнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1800 гектар йышăнаççĕ. Çав шутран 800 гектарĕ – кĕр тыррисем. Акăнакан лаптăксен структурине ахальтен çапла йĕркелемен. Мĕншĕн тесен кĕр тыррисем пысăк тухăç шантарнисĕр пуçне, вĕсем маларах та пиçсе çитеççĕ, çапла майпа тыр-пула пухса кĕртме хутшăнакан ял хуçалăх техникин ĕç калапăшĕпе вырмари хаклă вăхăта шайлашуллă йĕркелеме май парать. Тĕрĕссипе, Яманчÿрелсене çакă пĕрре те хăратмасть. Палăртнă чухлĕ лаптăкри тĕш тырă культурисене çапса тĕшĕлеме пĕр харăс хăватлă йышши 5 комбайн хутшăнни çăмăллăх мар-и; Хăватлă техникăсен хуçисем – Александр Марковпа Юрий Сергеев, Константин Рахмуллинпа Владислав Васильев, Сергей Васильев та – ĕçе чунĕпе парăннă çынсем.

…Ĕçлĕ тĕл пулăва хутшăннисем «Нива» а/ф» ООО, «Клевер» ООО уй-хирĕсенче те пулса курнă. Сергей Артамонов çăкăр çитĕнтерекенсене вырма пуçланнă ятпа саламланă, ĕçре ăнăçусем суннă.

Светлана АРХИПОВА.

Ĕçлĕ ушкăн «Яманчурино» ОООн ытарайми уй-хирĕнче киленĕç тупнă тейĕн

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code