Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления с Днем строителя

Поздравления с Днем строителя

Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Строительсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр! 

Строитель ĕçĕ –хисеплĕ те кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ професси. Пирĕн район сăн-сăпачĕ çулсерен илемленсе, лайăх енне улшăнса пырать. Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, тĕрлĕ юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ, район халăхне кирлĕ объектсем алăкĕсене уçаççĕ. Кану вырăнĕсене тирпей-илем кĕртессинче те строительсен тÿпи сахал мар.

Ĕçе юратни, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни, яваплăха туйса ĕçлени малашне те палăртнă задачăсене ăнăçлăн пурнăçласа пыма май парĕç.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                              А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code