Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Хăтлă шкулсенче пĕлÿ те тарăн пултăр

Хăтлă шкулсенче пĕлÿ те тарăн пултăр

Сисĕнмесĕрех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарчĕ. Йăларан иртмесĕр, Елчĕк районĕнче вĕренÿ организацийĕсем: 11 шкул, 3 ача сачĕ, 4 хушма пĕлÿ паракан учреждени, ачасене йышăнма мĕнле хатĕрленнине тулли ĕçлĕ ушкăнпа тĕрĕслерĕç. Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн, полици уйрăмĕн, пушар хурал пайĕн, газ хуçалăхĕн ĕçченĕсенчен, журналистсенчен тăракан ĕçлĕ ушкăн кашни вĕренÿ организацийĕнчи ĕçсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Кашни çулах тĕрĕслеве район администрацийĕн пуçлăхĕ хутшăнни те районта çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн тĕрĕслеве Елчĕкри «Хĕвел» ача садĕнчен пуçларĕ.Тирпейлĕ те чечек ăшне путнă территори кирек кам кăмăлне те уçать. Шăпăрлансен ушкăнĕ илемлĕ кĕвĕпе ирхи зарядкăна уçă сывлăша тухнă.

Тÿрех палăртмалла, ача садĕнчи çулталăк каяллахи лару-тăрăва аса илсен, улшăнусене çĕрпе пĕлĕтпе танлаштарма пулать. Паян пÿлĕмсенче, коридорсенче çутă та тирпейлĕ,туалетпа çăвăнмалли пÿлĕмсенче те сăрă тĕсĕсене питĕ килĕшÿллĕ суйласа илнĕ. Çутă, шыв пăрăхĕсен системине, столовăй оборудованине тĕпрен çĕнетни ача садне татах та çĕнĕ сăн кĕртет. Коллектив подрядчикпа пĕрле канăçне пĕлмесĕр ĕçленине халĕ маннă ĕнтĕ, паянхи условисемпе савăнса ĕçленине палăртать кашни ĕçлекен.

Пысăк юсав ĕçĕсем хыççăн районти А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕ те çуталса илемленнĕ. Иртнĕ çул чăннипех те пысăк юсав ĕçĕсем иртнине палăртма кăмăллă.Район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçлекенсемпе калаçнă май тĕп шухăша палăртрĕ – тивĕçлĕ условисенче ĕçленинчен усси пултăр: ачасемпе аслисен сывлăхĕ çирĕплентĕр, спортри çитĕнÿсем ÿссех пыччăр.Нумаях пулмасть спорт шкулне çĕнĕ директор – Виталий Марков ертсе пыма пуçланă.

Аслă Елчĕк шкулĕнче те юлашки çулсенче сахал мар юсав ĕçĕ ирттернĕ, ĕçлеме те, вĕренме те майсем çителĕклĕ, темелле. Анчах темшĕн коллектив комисси членĕсене кĕтмен, ĕçсене вĕçлемен пек туйăнчĕ. Енчен те комисси тĕрĕслеве тухнă пулсан, çак кун та пĕлÿ кунĕ пекех капăр пулмалла-çке? Шкул çумĕнче ача садĕнчи шăпăрлансем валли вылямалли площадка вырнаçтарни ырă пулăм, анчах кунта та территорие тирпейлесе çитереймен…Шкула кăçал 117 ача килмелле, пĕрремĕшне – 9. Шкул сăнне тата та çутатас, базăна пуянлатас тĕллевпе патшалăх енчен пулăшу пур чухне тĕрлĕ конкурссене хутшăнмаллине палăртрĕ район администрацийĕн ертÿçи.

Елчĕкри вăтам шкул кăçал 708 ачана йышăнма хатĕрленет, пĕрремĕшне вара 60 ачаран кая мар килмелле. Юлашки çулсенче шкулта сахал мар юсав ĕçĕ ирттернĕ, çĕнĕлĕх кĕртнĕ, кăçалхи вĕренÿ çулне хатĕрленсе ытларах тирпейлÿ ĕçĕсем тунă. Йышлă коллективра çитĕнĕвĕсем те ытларах. Акă, çак кунсенче кăна технологи вĕрентекенĕ Сергей Долгов Раççей шайĕнчи олимпиада призерĕ хатĕрленĕшĕн 75 пинлĕх грант илме тивĕçлĕ пулни паллă пулчĕ. Шкулта çĕнĕ столовăй тăвас ыйту татăлса пĕтменни кăна пăшăрхантарать пурне те.

Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи тирпей-илем, хăтлăх енчен паянхи вĕренÿ системин стандарчĕсене пур енчен те тивĕçтерет, районта вăл ку енĕпе чи лайăххи. Чăн та, юсав ĕçĕсене ирттерме, оборудовани туянма 15 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Анчах шкулти хăтлăха тăвассинче шкул коллективĕн, чи малтанах Диана Турхан директорăн тÿпи пысăк пулнине палăртмасăр иртеймĕн. Шкул, ачасен çитĕнĕвĕсене палăртакан уйрăм зонăсем йĕркелени те кăмăла кайрĕ, вĕсем хăйне кура чĕрĕлĕх кĕртеççĕ, ачасемшĕн коридорта та усăллă информаци çителĕклĕ. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шкул сăн-сăпачĕ шăпах çапла пулмалла та. Ачасен шучĕ сахал пулни кăна пăшăрхантарать: çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 95-ĕн пĕлÿ пухĕç кунта, 1-мĕш класа 5 ача килет.

Курнавăшри шкула килекен ачасен йышĕ те пысăк мар: 76-н кунта пĕлÿ пухĕç, вĕсенчен пĕрремĕшсем – 3. Туслă коллектив вĕренÿ çулне çĕнĕ директорпа – Анфиса Ефимовăпа пуçлĕ.

Коронавирус пандемийĕ, террор хăрушлăхĕ шкул тытăмĕнче пĕр самантлăха та лăпланма памасть. Çакна шута илсех, комисси йышĕнче пулнă специалистсем хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн пĕтĕмлетĕвĕ те çапларах пулчĕ: ачасен хăрушсăрлăхĕ чи малта пулмалла, çавна май кашни яваплă ĕçченĕн хăрушă чиртен вакцинаци тумалла. Шкулсенче вĕренме тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса панин те усси – ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем пулмаллах.

Елена ИГНАТЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Комисси членĕсем Çĕнĕ Пăвасен ĕçĕпе кăмăллă

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code