Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Елчĕк ен мăнаçлăхĕ

Елчĕк ен мăнаçлăхĕ

Вĕрентекенсен çулсерен иртекен республикăри августри канашлăвĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăланинчен пуçланнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕн сцени çине тухнă 20 ачана республика правительствин вице-премьерĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева пĕр ÿстерсе каламасăр Чăваш Ен мухтавĕ тесех палăртнă. Республика мăнаçланмалли вĕренекенсем йышĕнче Елчĕк шкулĕнчи 10 кадет класĕнчи Никита Долгов та пур. Вăл Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче технологи предмечĕпе призер пулса тăнă.

Шкулта Никитăна Сергей Долгов учитель мĕнпур ăсталăх ĕçне хăнăхтарать. Районти, регионти çĕнтерÿçĕ тавра курăмне Шупашкарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнчи Алексей Казаков вĕрентекен патĕнче те аталантарать. Темле пулсан та хула шкулĕнче майсемпе мелсем, пурлăх никĕсĕ пысăкрах та анлăрах.

Сергей Витальевичăн кăçалхи пысăк ÿсĕмĕ пĕрремĕш мар. Маларах унăн вĕренекенĕсем – Николай Петровпа Андрей Данилов та çĕршыв шайĕнче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнăччĕ.

Педагогсен канашлăвне хутшăннă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пултаруллă ачасене Тав хучĕсемпе тата медальсемпе чысланă май вĕренÿ тытăмне лайăхлатасси, ачасене воспитани парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code