Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление с Днем знаний

Поздравление с Днем знаний

Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе – Пĕлÿ кунĕпе чун-чĕререн, ăшшăн саламлатпăр!

Пĕлÿ кунĕ — чи савăнăçлă та хумхануллă уявсенчен пĕри, вăл кашни çыншăн çывăх, хаклă. Шкул çулĕсем мĕнпур çын чун-чĕринче ырă асалÿсем хăвараççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Пуçласа шкула килекенсене çутă малашлăх, савăнăçлă та асра юлакан самантсем, тарăн пĕлÿ сунас килет. Аслă классенче вĕренекенсемшĕн вара шкулти чи асра юлакан, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухичченхи çулталăк пуçланать.

Шансах тăратпăр, çамрăк ăру шкулта пухнă пĕлÿпе пурнăçра тĕллевлĕ усă курĕ, çĕнĕ çитĕнÿсемпе пысăк ÿсĕмсем тăвĕ.

Вĕрентекенсене профессиллĕ çитĕнÿсем, çирĕп ăс-тăн, вĕренекенсен юратăвне, хисепне, вĕренекенсене — палăртнă тĕллевсем патне çитме ăнăçу, ашшĕ-амăшне- чăтăмлăх, ачасемшĕн савăнса кăна тăма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                              А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                    Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code