Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăха упрать

Сывлăха упрать

Августăн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 31,6 пин çын коронавируспа чирленĕ, 2001-шĕ вилнĕ, 28,6 пинĕшĕ сывалнă. Асăннă вăхăт тĕлне 290 667 çын вакцинациленнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен çамрăксемпе ачасен хушшинче чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен 62,9 проценчĕ вакцинациленнĕ.

Пирĕн районта вакцинациленессипе лару-тăру мĕнлерех-ха? Тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова çакна пĕлтерчĕ:

– Елчĕк тăрăхĕнче 8922 çын пурăнать. Хальхи вăхăтра вĕсен 45 проценчĕ вакцинациленнĕ. Шел, 60 çултан аслăраххисенчен 33 проценчĕ кăна тутарма килĕшнĕ. Аслă ăрурисем çĕнĕлĕхрен хăрани, иккĕленни сисĕнет. Суя сас-хурана ĕненни те тĕрĕс утăм тума чăрмантарать. Çавна май ăнлантару ĕçне вăйлатрăмăр: медицина ĕçченĕсем килрен киле çÿресе усал чир, вакцинаци пирки каласа параççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Информацие хаçат, сайт урлă та пĕлтерме тăрăшатпăр.

Çынсем ФАПсенче, больницăра вакцинациленме пултараççĕ. Мобильлĕ бригада та графикпа ялсене çитет. Енчен те ытти çĕрте те халăх прививка тутарма пуçтарăннă пулсан вăл ушкăна ÿстеретпĕр.

Районти медицина ĕçченĕсен 80 проценчĕ вакцинациленнĕ. Ковидпа чирлесе ирттернисем антителăсем пуррипе тăхтаса тăраççĕ. Сăмах май, эпĕ те хĕлле чирлесе ирттертĕм. Антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттернĕ хыççăн вакцинацилентĕм. Унтанпа 6 уйăх иртнĕ май ревакцинаци тутарасшăн-ха. Çакă антителăсене чакса кайма памасть. Районта ревакцинацилеме тытăнтăмăр ĕнтĕ.

Çакна каласшăн, коронавируспа чирлес мар, сывлăхлă пулас тесен прививка тутармаллах. Пĕрлехи иммунитет çирĕпленсен çеç хамăра ирĕклĕрех туйăпăр, пĕр-пĕринпе хутшăнма çăмăлланĕ.

Районта яваплă пулăма ăнланакансем, ĕçченĕсемшĕн тăрăшакан ертÿçĕсем пурри савăнтарать. Акă, «Яманчурино» хуçалăхра ?директорĕ Владимир Рахмуллин/ вăй хуракансене вакцинацилессине аван йĕркеленĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен педагогсенчен нумайăшĕ прививка тутарма тăрăшрĕç. Çакă шкулсемпе ача сачĕсенче усал чире сарăлма памĕ тетĕп.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

х х х

Коронавирус инфекцийĕн хăрушлăхĕ, унăн çĕнĕ штамĕсем пирки тăтăшах çыраççĕ, калаçаççĕ. Анчах унпа çыхăннă нушана чирлесе курни çеç çирĕплетме пултарать.

Мана та иртнĕ çулхи май уйăхĕнче вирус çакланчĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен халĕччен хама япăх туйман пулсан та, ик-виç кун хушшинче ураран ÿкерчĕ: вăй çук, ÿт температури чакмасть, шăм-шак ыратать, сывлама йывăр…

Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăра выртнă чухне сывлăх пирки нумай шухăш çуралчĕ. Сывлăх çав тери хавшасан куçа нимĕн те курăнмасть иккен. Пурлăху та, укçа-тенкÿ та кирлĕ мар çав тапхăрта.

Çавăнпа вакцинаци пуçлансан эпĕ пĕрре те иккĕленсе тăмарăм – «Гам-Ковид-Вак» вакцинăпа укол тутартăм. Унтанпа хама хăрушă чиртен хÿтлĕхлĕ туятăп. Паллах, маска тăхăнассине пурпĕрех пăхăнатăп.

Прививка тутарассинчен хăрама кирлĕ мар. Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă. Çывăх çынсем тата пĕрле ĕçлекенсем пирки те шутламалла.

Иван КУДРЯШОВ, Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code