Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Инçетре пурăнакансемшĕн меллĕ

Инçетре пурăнакансемшĕн меллĕ

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Шыçă чирĕсемпе кĕрешесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри онкологи диспансерĕнче ĕçлекенсем районсене тухса çÿрессине çирĕп йăлана кĕртнĕ.

Нумаях пулмасть онкодиспансерăн тухтăрĕсемпе медицина сестрисен бригади районти тĕп больницăна çитнĕ. Ушкăнра гинеколог, маммолог, психолог, онколог тухтăрсем, узист, рентгено-лаборант тата медицина сестрисем пулнă. Специалистсем 155 пациента пăхнă, çав шутран 2-шне онкодиспансера тĕплĕнрех тĕрĕсленме янă. УЗИ тĕрĕслевĕ витĕр 30, маммографи тĕрĕслевĕ витĕр 47 çын тухнă. Медицина психологĕ лекци вуланă.

– Паян эпир хулана каймасăрах, хамăр пурăнакан районтах тĕрĕсленме тата специалистсен консультацине илме пултартăмăр. Питĕ меллĕ: район больницине килсех маммографи, УЗИ тутартăмăр, пире республикăри тухтăрсем ырă сĕнÿ-канаш пачĕç, – теççĕ райцентртан инçетре вырнаçнă ялсенчен килнĕ хĕрарăмсем.

– Ĕçе çакăн пек йĕркелени ялсенче пурăнакансемшĕн меллĕ пулнипе пĕрлех усал шыçă чирĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма май парать. Ку вара «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри, – палăртнă тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова.

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code