Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Исаевсен савăнăçĕ

Исаевсен савăнăçĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин указĕпе килĕшÿллĕн 2018-2027 çулсене Ачалăх вунăçуллăхĕ тесе йышăннă. Çавна май çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе çулсерен тĕрлĕ программа ĕçе кĕрсе пырать. Нумай ачаллă çемьесем патшалăхăн уйрăм тимлĕхĕнче тăраççĕ.

Энтепери Исаевсен çичĕ çул кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланнă – вĕсене патшалăх пулăшнипе хăпартнă икĕ хутлă çуртăн уççине панă. Çак кунсенче пысăк йыш хăтлă çурта пурăнма куçнă.

Нумай ачаллă çемьен пысăк савăнăç-телейне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «Партнер» сахал яваплă общество ертÿçи Борис Матвеев, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев, культура ĕçченĕсем тата ял çыннисем пĕрле пайланă.

…Павел Исаев тăванĕсем патне хăнана кайсан Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк хĕрĕпе паллашнă. 27 çулхи каччă пĕрре курсах килĕштернĕ хăйĕнчен çичĕ çул кĕçĕн хĕре. Тамарăн пĕрремĕш юратăвĕ ăнманран вăл хĕрне пĕччен ÿстернĕ. Кăштах вăхăт иртсен йĕкĕт çемье çавăрма, нумай ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленсе Тамарăпа Ксюшăна Энтепене илсе килнĕ. Павелăн пиччĕшĕ хулана тухса кайнăран çамрăксем вĕсен çуртĕнче пурăнма пуçланă. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă май çемье йышĕ çулран-çул хунаса пынă. Виталий хыççăнах Александр, унтан Сергей çут тĕнчене килнĕ. 2010 çулта туслă çемьере паллă пулăм пулса иртнĕ – Павелпа Тамара саккунлă упăшкипе арăмĕ пулса тăнă. Маларах вĕсем гражданла мăшăр кăна шутланнă.

Павел хăй те 10 ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕрен кил-çурт ачасен хаваслă сассипе кĕрлесе тăнине питĕ юратать. Çавна май арçын Евгений, Ангелина, Семен çуралсан хăйне тата телейлĕрех, яваплăрах туйнă. Çичĕ пĕртăвана сывлăхлă ÿстерес тесен ашшĕпе амăшĕн нумай тимлемеллине ăнланать вăл. Чăннипех те ачисем халĕччен чирлесе тарăхтарман. Малашне те ырă та сывă ÿссе çитĕнччĕр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсчĕр вĕсем.

Исаевсен аслă хĕрĕ çемьеллĕ. Ял ачине качча тухнă. Павелпа Тамара кукаçи-кукамай ятсене илтнĕ. Тимур мăнук çитĕнет вĕсен.

– Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пур енлĕн тимлĕх уйăрать. Эпир те 2014 çулта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тесе учета тăтăмăр, – тет Тамара Николаевна. – Пире социаллă наймпа килĕшÿллĕн хăтлă та капмар çурт хăпартса панăшăн тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр.

Исаевсен çĕнĕ çурчĕ 123,5 тăваткал метр йышăнать. Ăна хута яма патшалăх 3261 пин тенкĕ уйăрса панă. Çурта «Партнер» сахал яваплă общество ĕçченĕсем çичĕ уйăхра купаласа хута янă. Шыв, çутă кĕртнĕ, газпа хутса ăшăтмалла тунă. Арçын ачасем хăйсен расна пÿлĕм пулнăшăн çав тери савăннă. Унчченхи кивĕ çуртра хăтлăх хуçаланман. Кунти пĕрремĕш хутра кухня, ваннăй, зал, кладовка, иккĕмĕшĕнче – виçĕ çывăрмалли пÿлĕм, санузел. Çавăн пекех çуртăн путвалĕ те тем пысăкăш. Хĕл каçма упранмалли пур çимĕç те вырнаçĕ унта.

– Пире çĕнĕ пÿртре питĕ килĕшет. Хулари пек вăл. Кашнийĕн хăйĕн вырăнĕ. Çутă та пысăк пÿлĕмсем, – тет улттăмĕш класра вĕренекен Сергей.

Сăмах май каласа хăвармасăр иртес мар, «Партнер» ООО директорĕ Борис Матвеев Аслă Пăла Тимешрен. Хамăр ентеш хамăршăн тата та хытăрах тăрăшни, май килнĕ таран пулăшни куçкĕрет. Нумай ачаллă çемье валли алкум ăсталама та май тупнă. Унсăр пуçне пÿрт умне карта тытма штакетниксем панă. Çамрăк ертÿçĕ çĕнĕ пÿрте куçакансене чей сервизĕ парнеленĕ, ачасене пылак кучченеçпе савăнтарнă. Ăшă чунлă Борис Георгиевич тăван ялшăн та нумай тимленине палăртаççĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем.

Исаевсем маларах икĕ пÿлĕмлĕ йывăç çуртра пурăннă. Ыттисем пекех «кăвак çулăм» ырлăхĕпе киленнĕ, «тарелкăпа» телевизор курнă. Картишĕнче чăх-чĕп тытаççĕ, ĕне выльăх усраççĕ. Тамара нимĕнле професси те алла илеймен. Умлă-хыçлă ачасем çуратнăран кил хуçи хĕрарăмĕ вăл. Павел çемьене тăрантарас тесе ырми-канми тăрăшать. Нумаях пулмасть çемье пуçĕ çĕр улми кăларма кăна килсе кайрĕ. Ытти чухне инçетри стройкăсенче вăй хурать. Маларах хăйсен çуртне хăпартнă çĕрте ĕçлерĕ.

Исаевсен пилĕк ачи Кушкăри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Ангелина кăçал пĕрремĕш класа кайрĕ. Чи кĕçĕнни, Семен, амăшĕ çумĕнче.

– Паллах, патшалăха шанса çуратман ачасене, çапах унăн пулăшăвĕ çав тери вырăнлă пулчĕ. Чаплă керменте пурăнасси пирки тĕлĕкре те тĕлленмен. Тавах, район ертÿçисене. Çавăн пекех шкула каякан кашни ачана 10-шар пин тенкĕ пани те кăмăла çĕклет. Уншăн РФ Президентне Владимир Путина тав тăватпăр, – тет Павел Витальевич.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code