Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Коронавируспа чирленисене – тĕплĕ диспансеризаци

Коронавируспа чирленисене – тĕплĕ диспансеризаци

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн Правительстви шайĕнче çирĕплетнĕ хушăва пурнăçласа коронавируспа чирлесе ирттернисене тĕплĕ диспансеризаци тума тытăнтăмăр.

Çынсен сывлăхне тĕпчесси икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăрта 7 тĕпчев пурнăçлатпăр: юнăн пĕтĕмĕшле тата биохими анализĕсем, юнра кислород çителĕклĕхне ?сатураци/ виçесси, 6 минут утмалли тест, спирометри-тулашри сывлав функцине тĕрĕслесси, кăкăр кăшкарĕн рентгенĕ, терапевт йышăнăвĕ. Коронавируспа чирлесе ирттернисен тĕлĕшпе çак список анлăланать – юнри Д-димер концентрацийĕн анализĕ хутшăнать, вăл юн тымарĕсенче тромб пулассин паллисене тупма май парать.

Диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕн тĕллевĕ – инфекципе çыхăнман, шала кайнă чирсене май пур таран маларах тупса палăртасси. Эпир, тухтăрсем, ку чухне юн çÿревĕн тытăмĕн чирĕсене, усал шыçăсене, сывлав органĕсен чирĕсене малти вырăна хуратпăр. Шел пулин те коронавирус палăрăмсăр иртмест. Вăхăтра тĕрĕсленни анчах сывлăхпа çыхăннă япăх улшăнусене тупса палăртма май парĕ. Ку чухне чир шала кайиччен сиплев пуçлама пулать.

Хальхи вăхăтра Елчĕкри тĕп больницăра тĕплĕ диспансеризаци тумалли граждансен списокĕ хатĕр. Çак информацие страхлакан медицина организацийĕсене те çитернĕ, паллах. Профилактика мероприятийĕсене тÿлевсĕр пурнăçлаççĕ. Çумра паспорт, ОМС полисĕ çеç кирлĕ.

Коронавируспа чирлесе ирттернĕ çын 60 кунран тĕрĕсленме пултарать. Енчен те пациент кăçал пĕрре диспансеризаци витĕр тухнă пулсан та унăн тĕплĕ хушма тĕрĕслев ирттерме ирĕк пур. Коронавирус инфекцийĕ хыççăн, пушшех, çыннăн тимлĕ пулмалла – сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла. Сывлăхăра упрăр!

А.ЕРЕМЕЕВА,
районти тĕп больницăри участокри терапевт тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code