Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Компенсаци тÿлеççĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи июнĕн 9-мĕшĕнче йышăннă 263-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «вăрçă ачисене» пурăнмалли пÿлĕмсемшĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленин тăкакĕсене компенсаци шучĕпе 25 процент чухлĕ тавăрса параççĕ. Çав шута нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсавшăн тÿлени, централизациленĕ майпа хутса ăшăтакан çуртсене хутса ăшăтма топливо туянни те кĕрет.

Граждансен çак пулăшупа усă курас тесен социаллă хÿтлĕх пайне заявлени çырмалла. Çавăн пекех паспорт, пурăнмалли вырăнпа çыхăннă документсем кирлĕ пулаççĕ. Компенсацие пурăнмалли пĕр вырăншăн анчах параççĕ.

Енчен те çыннăн «вăрçă ачи» пек тата пĕр вăхăтрах РФ е ЧР саккунĕпе килĕшÿллĕн урăх сăлтавпа компенсаци илме право пур пулсан, вĕсенчен пĕр сăлтавĕпе çеç компенсаци тÿлеççĕ.

«Халăх участковăйĕ»

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви муниципалитетсен хушшинчи полици уйрăмĕсенчи тăрăшуллă участковăй уполномоченнăйсене палăртас тĕллевпе «Халăх участковăйĕ» ятпа конкурс йĕркелесе Интернет урлă сасăлав ирттерет. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕн паха енĕсене палăртнă чух вăл халăхпа ĕçлеме тата кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнине шута илеççĕ.

Кăçал районтан конкурса Елчĕк районĕнчи полици пайĕнчи полицин участковăй уполномоченнăйне Алексей Сергеевич Борисова тăратнă. Енчен те эсир участковăй ĕçĕпе кăмăллă пулсан уншăн сасăлама ыйтатпăр.

Л.ЕГОРОВА.

Инвалидсем – çавра сĕтел хушшинче

Çак кунсенче район центрĕнчи тĕп вулавăшра Пĕтĕм Раççейри инвалидсен пĕрлĕхĕн вырăнти организацийĕн членĕсен ларăвĕ иртрĕ. Унта Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕн, медицина тата социаллă тытăм ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Пухăннисем паянхи пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, малашлăх плансене палăртрĕç.

Сăмах май, паянхи кун районта 1684 инвалид пурăнать.

Л.АНИСИМОВА.

Тепĕр мастер

Районти физкультурăпа спорт историне çĕнĕ ят çырăнчĕ: Лаш Таяпа каччине Василий Кириллова çĕршыври Спорт министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн «Раççей спорт мастерĕ» ят панă.

Василий – кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Ен, Раççей чемпионачĕсемпе первенствисен нумай хут çĕнтерÿçи. Хальхи вăхăтра вăл контракт йĕркипе çар службинче тăрать.

Ентеш куравĕ – Шупашкарта

Чăваш патшалăх искусствăпа культура институтĕнче Шăмалакра пурăнакан Петр Сергеев ÿнерçĕн куравĕ уçăлнă.

Ăна автор Чăваш кĕнеке издательстви 100 çул тултарнине халалланă. Ентешĕмĕр 2006 çултанпа издательствăпа туслă çыхăну тытать. Вăл 39 кăларăм валли ÿкерчĕксем хатĕрленĕ.

«Кĕнеке графики» куравра Петр Николаевич тĕрлĕ çулсенче кĕнекесем валли хатĕрленĕ иллюстрацисемпе паллашма пулать.

«Культурăллă Чăваш Ен»

акцире районти культура ĕçченĕсем пултарулăхпа, хастарлăхпа палăрнă.

Акă, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Тарават» фольклор ушкăнĕ Кармалпа Элпуç ялĕсенче, Аслă Таяпари «Шанчăк» ушкăн ялти Тĕп урамра пурăнакансем патне çитсе концерт кăтартнă. Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăн тата Юрий Кашкăр юрăç ваттисен çуртĕнчи аслă ăру çыннисене урамрах илемлĕ юрă-кĕвĕпе, библиотекарьсем çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code