Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Днем учителя

Поздравления с Днем учителя

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Учитель кунĕпе саламлатпăр.

Вĕрентекен кунĕ – пирĕн пурнăçри чи хаклă пуянлăха – ачасене пĕлÿ тата вопитани парассипе тимлекен çынсен уявĕ. Эсир ачасене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ çеç памастăр, ырăпа усала уйăрма, тĕрĕслĕхе мала хума, хăйсем тĕллĕн йышăну тума, пурнăç çулне суйласа илме пулăшатăр. Ахальтен мар учитель профессине суйласа илнĕ çынсене нумайăшĕ пурнăç таршшĕпе хисеплесе пуç таяççĕ. Пурнăçра çын кирек епле çитĕнÿ тăвас пулман та унта вĕрентекенсен тÿпи пурах.

Тивĕçлĕ канури педагогсене уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Эсир хăвăрăн ырă канашăрсемпе çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хыватăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тăрăшуллă вĕренекенсем, пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

Елчěк район пуçлăхĕ                                                           А.Г. Васильева.

Елчěк район администрацийĕн пуçлăхĕ                    Л.В. Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code