Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аллея уçăлнă

Аллея уçăлнă

2022 çула Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ ятпа ирттерме палăртнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр ĕç коллективĕсенче кăçалах курăмлă мероприятисем пурнăçлама тытăннă.

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ умĕнче спорт мухтавĕн аллейине уçнă. Унта, район администрацийĕн ятарлă Положенийĕпе килĕшÿллĕн, спортра пысăк çитĕнÿсем тунă тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсене (Ардалион Игнатьев, Владимир Андреев), тĕнче класлă спорт мастерĕсене (Юрий Ильин, Иван Тихонов, Анатолий Миллин, Александр Васильев, Олег Захаров, Зинаида Семенова, Сергей Соловьев, Александр Павлов) кĕртнĕ.

Вулакан ытти пултаруллă спортсменсене мĕншĕн кĕртмен тесе калĕ. Чăнах, сахал мар тухнă пирĕн районтан паллă атлетсем. Çапах та кашни спорт мастерне, вĕсем 100 ытла, унта вырнаçтараймăн. Вĕсен тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче те ятарлă ĕçсем йĕркелеме пулатех.
Паллă ентешсен çулталăкĕнче çавăн пекех производствăра, вĕренÿре, культурăра тата ытти сферăра мухтава тухнисене те историе кĕртсе хăварсан аванччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code