Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен никамăн та мар, хамрăн асăрханмалла

Чиртен никамăн та мар, хамрăн асăрханмалла

Кăçал районта 53 çынна инсульт пулнине шута илнĕ. Тÿрех палăртатăп, чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çак çынсенчен 7-шĕ ĕçлекенсем. Апла пулсан чир çамрăклансах пырать.

Инсульт икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ – пуç мимин тымарĕсем татăлса кайнипе пуçа юн каять, иккĕмĕшĕ – юн тымарĕсем пĕрĕнсе ларнипе е тромб хупласа хунипе пуç мимине юн пымасть.

Пурне те паллă ĕнтĕ: инсультпа чирлес хăрушлăх гипертонипе, сахăр диабечĕпе, атеросклерозпа чирлесен, эрех-сăрапа иртĕхсен, пирус туртсан ÿсет. Этем мĕн чухлĕ ватăрах – чирлес хăрушлăх тата пысăкрах.

Сывă çыннăн та пуç çаврăнасси, пуçа йывăр пуласси, ал-ура туйăмĕ начарланасси пулма пултарать. Çын çакна тепĕр чухне шута та илмест. Анчах сывах çывăрма выртнăскер, ирхине алă-ури ĕçлеменнипе – паралич çапнипе вăранса кайма пултарать.

Тахçанах паллă, чирлĕ çынсем хăйсен гипертони чирĕ пуррине пĕлсен те эмелсемпе тĕплĕ сипленмеççĕ. Чирлисен тепĕр çурри вара эмелсене врач каланă вăхăта пăхмасăр, аса килнĕ чухне çеç ĕçет. Çавна манас марччĕ: тухтăр çырса панă эмелсене куллен, чир иртсе каймасан, ĕмĕр тăршшĕпех ĕçмелле. Паллах, харпăр хăйĕн юн пусăмне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. 40 çул урлă каçнă кашни çын хăйĕн юн пусăмне эрнере 2-3 хутран кая мар виçтерсе тăмалла, хăйĕн юн пусăмне пĕлмелле.

Чирĕн малтанхи паллисем: пĕр енчи алă, ура, пит çăмарти тăрук çывăрса каять е туймасть. Калаçнине ăнланма йывăр, куç япăх курма пуçлать, сăлтавсăрах пуç çаврăнать, тăн çухалать.

Инсультпа чирлес мар тесен мĕн тумалла-ха; Кашнийĕнех юн пусăмне кирлĕ шайра тытмалла. Кашни кун зарядка тумалла, 30 минутран кая мар утмалла. Шывра ишмелле. Велосипедпа ярăнмалла. Тĕрĕс апатланмалла. Ытларах пахча çимĕç çимелле. 8-9 сехет çывăрмалла. Май пулсан кăнтăрла выртса илни те усăллă. Кирлĕ-кирлĕ маршăн пăшăрханмалла мар. Ĕçри, килти хирĕçÿсенчен сыхланмалла. Эрех-сăрапа иртĕхмелле мар. Юнри холестеринпа сахăр шайне виçере тытмалла. Пирусран, ытлашши ÿт виçинчен хăтăлмалла. Ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле. Талăкри тăвар виçине 5 грамран /1 чей кашăкĕ/ ирттермелле мар. Вăхăтра диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни те сирĕн пурнăçа çăлса хăварĕ.

Инсульт пулас хăрушлăхăн тепĕр сăлтавĕ хусканусем сахал туни тесе шутлаççĕ. Ял çыннисем сахал хускалаççĕ тесе калаймăн, çапах та канусăр ĕçлени те сывлăхшăн питĕ сиенлĕ.

Маларах асăннă чир паллисем пулсанах васкавлă пулăшу чĕнмелле.

Р.ТРОФИМОВА,
районти тĕп больницăри невролог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code