Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Кĕтнĕ парне

Çак кунсенче Елчĕк шкулĕ çумĕнче хута кайнă стадион-площадка район центрĕнчи ачасемшĕн анчах мар, ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те пысăк парне пулчĕ. Унта футбол уйĕнче пÿске чуптарма та, хоккейла выляма та, тренажерсемпе ÿт-пĕве тĕреклетме те, ăмăртусем ирттерме те питĕ меллĕ.

2020 çулта тума пуçланă стадион-площадка теми маларах питĕ çвĕччисен шутĕнчеччĕ. Малтан строительство ĕçĕсене пурнăçлама йышăннă Тутарстанри «РегионСтрой» ООО подрядчик шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларайманран. «ДПМК Яльчикское» ООО стадион-площадкăна тăвас тивĕçе кăçалхи июль уйăхĕн 19-мĕшĕнчен хăй çине илнĕ. Шаннă ĕçе вăл кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа тĕп ĕçсене октябрь уйăхĕнче вĕçленĕ.

Предприяти ертÿçи Вячеслав Сядуков ку ĕçре пысăк хастарлăхпа тăрăшнă Николай Смирнов бригадине ырăпа палăртать. Олег Федотов, Владимир Кушманов, Алексей Агеев, Николай Александров, Михаил Афанасьев ĕçченсем, экскаватор-погрузчик машинисчĕ Николай Гурьянов, Сергей Синев грейдерист хăйсен ĕçĕсемпе чăн та пысăк ăстасем пулнине çирĕплетнĕ. Малтанхи подрядчик пуçăннă ĕçĕн 30-40 процентне çĕнĕрен тума тивнине палăртать ертÿçĕ.

Çĕнĕ стандартпа çĕкленнĕ стадион-площадка, хоккей коробки (кунта прожекторсем вырнаçтарнăран çĕрлехи вăхăтра та çутă) ачасене спорт енĕпе аталанма, вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшассинче иккĕленмелли çук.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code