Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аграрисене пулăшаççĕ

Аграрисене пулăшаççĕ

Чăваш Енри аграрисене пулăшма хальхи вăхăтра 1944,1 миллион тенкĕ куçарса панă. Çакă çулталăкра палăртнин 77,9 проценчĕпе танлашать.

Укçана ăратлă выльăх ĕрчетме, сĕт туса илессине пулăшма, элита вăрлăх туянма кайнă тăкака саплаштарма, ÿсен-тăран отрасльне, фермер хуçалăхĕсене, çемье фермине йĕркелеме, ял хуçалăх тирпейлекен кооперативсене тĕревлеме, «Агростартап», «Перспектива», «Агропрогресс» программăсемпе грантсем пама, ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă ытти тĕллеве пурнăçлама уйăрнă.

Çавăн пекех хушма хуçалăхра ĕне тытакан граждансене 159 миллион тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code