Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурса хутшăннă

Конкурса хутшăннă

«Единая Россия» парти республикăра пурăнакан пултаруллă çынсене палăртас енĕпе çулсерен тĕрлĕ конкурспа фестиваль йĕркелет.

Коронавирус кăларса тăратнă чарусен тапхăрĕнче хĕрарăмсен килти ĕçсене пурнăçлама анчах мар, алă ĕç тума та вăхăчĕ çителĕклĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕпе иртекен «Чăваш Ен сăррисем» фестивалĕн «Чăваш тĕрри» конкурсне районта пурăнакансем те – хĕрарăмсен районти канашĕн хастар членĕсем З.Кантеева, В.Вастулова /Аслă Елчĕк/, О.Федорова /Ĕнел/, С.Агеева /Кĕçĕн Таяпа/, Л.Зайцева, Г.Щипцова /Елчĕк/, С.Прохорова /Курнавăш/, Р.Парферьева /Аслă Пăла Тимеш/, амăшĕпе хĕрĕ – Н.Носовăпа Л.Казначеева /Вăрăмхăва/ хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсен ĕçĕсемпе социаллă çыхăнусен страницисенче те паллашма пулать. Конкурса çак уйăх вĕçĕнче пĕтĕмлетĕç, ентешсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрессе шанса тăратпăр.

– Пирĕн тĕп тĕллев – республикăра пурăнакан халăх тĕрлĕ енĕпе пултаруллă пулнине асăрхасси тата Чăваш Енĕн культурипе йăли-йĕркине упраса пырса ламран лама куçарма май туса парасси, – тесе палăртнă фестиваль кураторĕ – РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова.

Е.КРЫЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Носова хăйĕн ĕçĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code