Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тĕрĕ шкулĕ ĕçлет

Тĕрĕ шкулĕ ĕçлет

Чăваш Енре тĕрĕ нацие кăтартакан паллă шутланать. Чăваш тĕрри пин-пин çул каяллах эрешленме тытăннă. Вăл халăхпа пĕрле аталанса паянхи куна çитнĕ.

Малашне те çаплах пултăр тесе республикăра 2015 çулта Чăваш тĕррин музейне йĕркелерĕç. Тĕрре халалласа уçнă музей Раççейре урăх çук-ха. Унта тăван халăх тумĕн тата чăваш хĕрарăмĕн тĕрĕллĕ эрешĕсем упранаççĕ. Вĕсенчен чылайăшне виçĕ ĕмĕр каяллах хатĕрленĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтĕр Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕ. Ăна çулсеренех ноябрĕн 26-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Музей çумĕнче Чăваш тĕррин шкулне йĕркеленĕ. Лекцисемпе ăсталăх класĕсене музей ĕçченĕ Наталия Захарова тата Любовь Вазюкова тĕрĕ ăсти шăматкунсерен ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code