Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял-йыш валли – пысăк тупра

Ял-йыш валли – пысăк тупра

Ман умра ал çырусен хулăн тĕркемĕ. Вĕсен хушшинче Çĕнĕ Эйпеç ялĕн йăхĕсен пурнăç йывăçĕсем, тĕрлĕ çулсенче пурăннă халăх йышĕ, ял планĕсем… Ал çырусем чылай ватăлма та ĕлкĕрнĕ, вĕсен хуплашкисем сархайнă, хĕррисем çĕтĕлнĕ. Çырусемпе паллашнă хыççăн ку иксĕлми пуянлăх пулнине туятăн. Ара унта ялăн пĕтĕмĕшле кун-çулне сăнласа панă. Кам çырнă тетĕр вĕсене? Мĕн хистенĕ çав çынна ял халăхĕ валли пуян парне тумашкăн? Вĕсен авторĕ Григорий Евграфович Васильев хăй те пуян ĕмĕр утса тухнă. Иртнĕ ĕмĕрти пурнăçăн чылай пулăмне витĕр курнă вăл, нумайăшне шурă хут çине куçарса çитес ăрусем валли çырса хăварма пултарнă. Г.Васильев Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿссе кунтах ĕмĕрне ирттернĕ. «Мана аттепе анне, тăвансем, ял-йыш Юман, вырăссем Гриша тесе чĕнеççĕ, хут çинче вара эпĕ – Григорий», – тетчĕ 1904 çулта çут тĕнчене килнĕ Юман тете.

Çакăн чухлĕ истори материалĕсем çырма, паллах, пысăк пĕлÿлĕх кирлĕ. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш тĕнче вăрçи урлă утса тухнă, 1921 çулхи выçлăх урлă каçнă, çĕршывра социализм тапхăрне пуçарнă, колхозсем чăмăртаннă вăхăтсене хăй куçĕпе курнă, вăрçăра юхăннă çĕршыва ура çине тăратма хутшăннă вăл – мĕн çинчен çырмаллине суйламалла пулман унăн. Ватă çын 1921 çулхи выçлăх вăхăтне уйрăмах йывăрпа аса илетчĕ: «Юрать, тăванла Беларусь çĕрĕ алă пачĕ, çавна пула анчах сывă юлтăм». Ку çулсенче халăх выçлăхран çăлăнăç шыраса Украина, Беларусь, Çĕпĕр çĕрĕсене тухса кайнă. Юман тете Минск кĕпĕрнине кĕнĕ Борисов хулинче çăлăнăç тупнă. Ялта ку çулсенче ашшĕпе амăшĕ, икĕ йăмăкĕ пурнăçран уйрăлнă пулнă. Темĕн чухлĕ йывăрлăх, нуша тÿсме тивнĕ каччăна, анчах вăл такăнса ÿкмен. Ăна çутă ăс-тăн, ялти шкулта, Пăва хулинче пуçтарнă пĕлÿлĕх яланах пулăшса пынă. Тĕрлĕ тапхăрта виçев-шутлав, юсав-строительство ĕçĕсене те çăмăллăнах алла илнĕ. Ахальтен мар тĕрлĕ хулари, çав шутран Мускаври паллă çуртсене купаланă çĕрте бригадир, нормировщик ĕçĕсене çăмăллăн пурнăçлама пултарнă.

– Эпĕ шкулта лайăх вĕреннĕ, уйрăмах арифметика, хутпĕлÿ, тĕн вĕрентĕвĕн, ĕç урокĕсене юратса вĕренеттĕм, каярахпа вĕсем питĕ усăллă пулчĕç, – тетчĕ ентешĕмĕр.

Юман тетен тума пĕлмен ĕçĕ те çукчĕ, вăл сехет юсатчĕ, кăмака купалатчĕ, çава туптатчĕ, çĕвĕ машини умне ларатчĕ те тумтир касса çĕлетчĕ, хĕле кĕрсен çăматă йăвалатчĕ, çăва тухсан стройкăраччĕ. Алла ручка тытсан хăйĕн шухăшлавне хут çине шăрçаласа куçарма пултаратчĕ харсăр чĕреллĕскер. Тĕрлĕ ĕçе вĕренме пурнăç хистенĕ ăна: çемьере пĕр арçын пулнă, никамран та пулăшу кĕтмелли пулман. Вăл хатĕрленĕ ал çырăвĕсенче тăван ялăн йĕркеленĕвĕпе аталанăвĕ, йăхсем, тĕрлĕ пулăм тата тĕрлĕ çыннăн шăпи. «Сăмахпа калани – шыв çинче, хут çинчи – чул çинче», – теççĕ. Юман тете вăрçă, Çĕнтерÿ темисене, тĕрлĕ тапхăрта ял, колхоз, пурнăç шайĕ çĕнелсе улшăннине витĕр курса тăнă, хăй тÿрремĕнех çак ĕçсене хутшăннă. Вăл каласа, çырса хăварнисем ял халăхĕн асĕнче яланлăхах тăрса юлĕç.

Ашшĕ никĕсленĕ хуçалăха çултан-çул çирĕп тытса пычĕ, ăна халĕ мăнукĕсем типтерлĕн упраса пыраççĕ. Тинех эпĕ Юман тете пурăннă çурта кĕретĕп – кунти кашни кĕтес, вăл усă курнă япаласем, ал çырусем, сăн ÿкерчĕксем хуçи пурăннă çулсене таврăнма хистеççĕ. Кун-çулна усăсăр пурăнса ирттермерĕн, пысăк еткерлĕх хăвартăн эсĕ, Юман тете, сан умăнта пуç таятпăр.

Н.МУСТАЕВ.
Çĕнĕ Эйпеç ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code