Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Ватăлмасть Илья

Тула хулинче йывăр атлетика енĕпе аслă ÿсĕмри ушкăнра – 50-54 çулсенчи спортсменсем хушшинче 25-мĕш Раççей Кубокĕ иртнĕ.

Унта Елчĕк арĕ, 51 çулхи Илья Ишмуратов хăйĕн виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă. Николай Молоствов, Анатолий Убасев тренерсем патĕнче пуçламăш утăмсене тунă атлет маларах та çĕршыв шайĕнче çĕнтерÿçĕ ята темиçе хутчен те çĕнсе илнĕ.

Йывăр атлетика, пауэрлифтинг енĕпе Раççей спорт мастерĕ çамрăк чухне кире пуканĕ йăтассипе те хăйĕн ятне пĕлтернĕ – ку тĕлĕшпе вăл спорт мастерĕн кандидачĕ.

Ильяна сумлă ăмăртăва хутшăнма «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд тата пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пулăшнă.

Штангистсем пĕрремĕш!

Йывăр атлетсен районти пĕрлештернĕ команди республика шайĕнче чылай çул çĕнтерÿçĕ пулманччĕ-ха. Иртнĕ шăматкун Шупашкарта йĕркеленĕ первенствăра вара çак «шăйрăка тÿрлетнĕ» – 2006 çулта тата каярах çуралнă атлетсем пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарнă.

Район чысне тивĕçлипе хÿтĕленинче уйрăмах Анастасийăпа Игорь Абрамовсен /Кивĕ Эйпеç шкулĕ/, Антон Айметовпа Александр Киселев /Елчĕк/ атлетсен тÿпи пысăк – вĕсен «ылтăн». Сакăр спортсмен призерсен йышне кĕни те питĕ сумлă. Эллина Маркован /Кивĕ Эйпеç/, Еленăпа Александр Плотниковсен, Антон Кудряшовăн, Вадим Воронцовăн /Патреккел/, Давид Портновăн, Ангелина Айметован, Матвей Волковăн /Елчĕк/ та малашлăхĕ пысăк. Виталий Марков, Александр Портнов, Борис Клементьев тренерсем ертсе пынипе çывăх вăхăтра вĕсене те чемпионсен йышĕнче курăпăр-ха.

ГТОн çĕнĕ тусĕсем

«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти 4 тата 11 классенче вĕренекенсем пурнăçланă.

Районти ГТО нормисен тесчĕн Центр ертÿçи Петр Смирнов пĕлтернĕ тăрăх, ачасем малтанхи тапхăрта пилĕк норматива парăнтарнă. Çывăх кунсенче вĕсем хăйсене ытти тестсенче тĕрĕслĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code