Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Террористсем тата экстремистсем

Террористсем тата экстремистсем

Камсем вĕсем? Мĕнле тĕллеве мала хураççĕ?

Экстремистла тата терроризмла ушкăнсем тÿрĕ çыхăнура пулни куç кĕрет. Пусмăрлăх тата сехĕрлентерÿ çинче никĕсленеççĕ вĕсем. Ислам радикалисчĕсем хăйсен ĕç-хĕлне коранпа çыхăнтараççĕ. Анчах корана араб чĕлхипе çырнă, радикаллă кашни юхăм ăна хăйне кирлĕ пек куçарать, ыттисене корана çапла çырнă тесе ĕнентерет. Чăн ислам йĕркине пăсса вĕсем хăйсен политикăри тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме ăнтăлаççĕ. Паянхи кун Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕ, телекурав анчах мар, политикăн тухăçлă инструменчĕ те. Чăн пурнăçра та, çав вăхăтра виртуаллă тĕнчере те тимлĕ пулар, усал шухăшлă çынсенчен пăрăнар, вĕсен витĕмне кĕрсе ÿкесрен сыхланар.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code