Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чирлекенсем çав-çавах нумай

Чирлекенсем çав-çавах нумай

Коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру районта çав-çавах çивĕч. Юнкун пулса иртнĕ республикăри оперштабăн ĕçлĕ ушкăнĕн ларăвĕнче сÿтсе явнинчен те çакна уçăмлăн пĕлме пулчĕ.

Ĕçлĕ калаçăва ертсе пынă ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Елчĕк районĕнче хăрушă чирпе чирлекенсен, çав шутра вилекен çынсен хисепĕ те пысăк пулни, çав вăхăтрах вакцинаци тăвасси палăртнă шайра пулманни пирки пусăмласа калани хăлхана епле ан кĕтĕр;

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова республика шайĕнчи ĕçлĕ ушкăн ларăвĕнче сÿтсе явнă хăш-пĕр ыйтусем пирки Надежда Уркова тĕп тухтăртан каласа кăтартма ыйтрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, районта коронавируспа чирлекенсен хисепĕ çав-çавах пысăк. Кашни эрнере 2-3 хутран кая мар Шупашкарти лабораторие ПЦР-тестсене тĕрĕслеме ушкăнпа леçеççĕ. Чире тупса палăртнин тĕслĕхĕсем те çине-çинех. Çакă, чăннипех, шухăшлаттарать. Апла пулин те чиртен хÿтĕленсе прививка тăвасси юлашки вăхăтра татах чакнă. Уйрăмах аслă ÿсĕмри – 60 çултан иртнĕ çынсене каласан та итлеттерме çуккине аса илчĕ вăл. Пандеми пуçланнăранпа районта 46 çын çак хăрушă чире пула пурнăçран уйрăлса кайнине пĕлсе тăнă çĕрте прививка тутарма васкаманни шухăша ярать. Ÿпкев сăмахĕсем ытларах Тĕмер, Çĕнĕ Пăва ялĕсенче пурăнакансем çине тиенчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсенче вакцинациленес текенсен хисепĕ чи сахалли. Çав вăхăтрах Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче ку ĕçе кирлĕ шайра йĕркеленĕ. Марина Павлова ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Валерий Афанасьевран çакăн пирки каласа пама ыйтрĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем кунта малтанхи вăхăтран тытăнсах кашни çынпа, телефонпа шăнкăравласа, уйрăммăн тĕл пулса ăнлантарассине йĕркеленĕ.

– Апла пулсан, малтан хамăрăн пур ĕçре те тĕслĕх кăтартмалла, – тесе пĕтĕмлетрĕ Марина Павлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code