Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялава алăран вĕçертмеççĕ

Ялава алăран вĕçертмеççĕ

«Победа» сахал яваплă общество районти ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе сарăлнă анлă ăмăртура кăçал та чи малти пулас шанăç пысăк.

Хальлĕхе вара 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕнче пурĕ 22801 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен, фермипе илсен, 6806 килограмм сĕт сунă. Уйрăм дояркăсен кăтартăвĕсем тата сулмаклăрах. Оксана Жукова, тĕслĕхрен, хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри пĕр ĕнерен 7018 килограмм сĕт сунă.

Кунта аш-какай туса илессин кăтартăвĕсем те тивĕçтермелли. Отчетлă тапхăрта пурĕ 1600 центнер ĕне ашĕ туса илнĕ, самăртма хупнă ушкăнри мăйракаллă шултăра выльăхсене пĕр талăкра 869 грамм ÿт хуштарнă. Пысăк кăтартусене çывхартнă ял хуçалăх предприятийĕ куçса çÿрекен ялава илме тивĕçлĕ пулнă. Сăмах май, Николай Головин ертсе пыракан «Победа» сахал яваплă общество хăйĕн çĕнтерÿллĕ ятне çак çулсем тăршшĕпех тивĕçлипе тÿрре кăларать. Сĕт туса илессипе республика шайĕнче тăваттăмĕш çул малти вырăна йышăнни те çакнах çирĕплетет.

Кунта çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси те ăнăçлăн пурнăçа кĕрет. Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ, паллах, çакăнта та пулĕ…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, район пуçлăхĕ Алина Васильева Николай Головинпа Петр Скворцова /«Прогресс» АХО/ чыслаççĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code