Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нумай ачаллисене – тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ

Нумай ачаллисене – тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ

Кашни çыншăн çемье тĕп вырăн йышăнать. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çемьере кăна ĕç те ăнса пырать, ачасем те пултаруллă та ĕçчен, çынна хисеплесе те юратса ÿсеççĕ.

Районта нумай ачаллă çемьесем йышлансах пыраççĕ. Патшалăх вĕсене пур енлĕн пулăшса пыма тăрăшать. Аннесен кунĕ умĕн районти ЗАГС пайне нумай ачаллă икĕ çемьене чĕнтĕмĕр.

«Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн Елчĕкри Аленăпа Александр Шляпинсене, Аннăпа Александр Гаврушовсене харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме çĕр лаптăкĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова ăшшăн саламласа пачĕ.

Çамрăк çемьесем виçшер ача çитĕнтереççĕ. Анна Геннадьевна районти нумай функциллĕ центрта ĕçлет. Александр Валерьевич харкам хăй ĕçĕпе тăрăшать. Алена Владимировна вара медицина ĕçченĕ. Хальхи вăхăтра виççĕмĕш тĕпренчĕкĕпе декретлă отпускра. Александр Николаевич карас телефонĕсем юсакан маçтăр.

Çамрăк мăшăрсем тăван района юлса хунав яни уйрăмах савăнтарать. Телейлĕ те ăнăçлă çул вĕсене. Ывăл-хĕрĕсене ырă та сывă çитĕнтерсе çĕршыва юрăхлă çынсем туса ÿстермелле пултăр.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: сертификата тивĕçнĕ çемьесем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code