Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Юрий Карпов турнирĕ

Кашни çын хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн фанат пулсан кăна ÿсĕмсен çулĕ уçăлса, çирĕпленсе пырать. Обществăлла ĕçре те çаплах. 30 çула яхăн Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн федерацине ертсе пыракан Юрий Карпов пирки çак сăмах.

Хăй вăхăтĕнче ветерансем хушшинче Европа, тĕнче шайĕнче çĕнтернĕ СССР спорт мастерĕ регионта кире пуканĕ спортне аталантарас тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕç тăвать. Тăрăмри культура çуртĕнче хăйĕн ячĕпе ирттернĕ черетлĕ турнир та çакна çирĕплетни.

Районти шкул ачисен ăмăртăвне 84 атлет хутшăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов, спорт журналисчĕ Петр Сидоров, тĕнче класлă спорт мастерĕ, ЧР кире пуканĕ спорчĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Борис Глинкин тата ыттисем саламласа ăнăçу суннă.

Ю.Карпов мала тухнисене чыслама дипломсемпе медальсем тата сумлă призсем хатĕрленĕ. Вĕсене 45 атлет тивĕçнĕ. Чи пултаруллисен йышĕнче Матвей Петров /Елчĕк шкулĕ/, Владимир Указов, Алена Николаева, Антон Кудряшов /Патреккел/, Эдуард Леонтьев /Çирĕклĕ Шăхаль/, Полина Афанасьева, Алексей Григорьев /Курнавăш/ тата ыт. те. Кубоксен хуçисем вара командăсем хушшинче Патреккел тата Курнавăш шкулĕсем пулнă. Унсăр пуçне Юрий Михайлович хăш-пĕр активистсене хăйĕн сăнне ÿкернĕ стена сехечĕсем парнеленĕ.

 

14-мĕш хут

Елчĕкри Спорт çуртĕнче СССР спорт мастерне Исаак Портнова асăнса йывăр атлетика енĕпе Елчĕк районĕн уçă чемпионачĕпе первенстви иртнĕ.

14-мĕш хут йĕркеленĕ ăмăртура Патăрьелпе Вăрнар районĕсен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен атлечĕсем те хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Пĕтĕмпе 10 виçе категорийĕнче тупăшнă штангистсем. Синклер системипе мала тухнисене те уйрăммăн палăртнă. Вĕсен йышне Анастасия Абрамова, Любовь Мышова, Антон Айметов, Александр Мышов кĕнĕ. Тăхăр атлета ятарлă призсемпе чысланă.

Чемпионатăн сумлăхĕпе пĕлтерĕшĕ çулсерен ÿссе пыни унта хутшăнакан хăнасенчен те курăнать. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Юрий Мышковец, ЧР йывăр атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ Аюб Арсанукаев хальхинче та айккинче юлман. Турнир сывă пурнăç йĕркине аталантарассинче витĕмлĕ тĕслĕх пулнине палăртнă.

Ăмăртăва ирттерме пулăшу хывнисене те ятран асăнни вырăнлă: Денис Портновăн çемйи, Иван Портнов, Александр Портнов, Владимир Портнов, Александр Шляпин, Станислав Лепешкин, Олег Клементьев, çавăн пекех «Юман» спорт клубĕн выпускникĕсем.

 

Тверь облаçĕн чемпионĕ

Тверь облаçĕнче иртнĕ алă вăйĕ виçекенсен первенствинче Лаш Таяпа каччи Дмитрий Самсонов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Çар академийĕн курсанчĕ çапла майпа 73 килограма çитичченхи виçере 2022 çулта Раççей первенствинче Тверь облаçĕн чысне хÿтĕлĕ. Чăваш Енĕн икĕ хут чемпионĕн, пĕрремĕш разрядлă спортсменăн спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлас шанчăк пысăк.

 

Тĕл перессипе

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 11 «а» тата 11 «к» классенче вĕренекенсем ГТО нормативĕн черетлĕ тĕсĕнче тĕрĕсленĕ хăйсене.

Вĕсем пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе чăн-чăн стрелоксем пулнине çирĕплетнĕ. 48 ачаран ытларах пайĕ ылтăн паллăлăх очко пуçтарнă.

 

 

Елчĕксен тÿпи те пысăк

Нумаях пулмасть Новосибирск облаçĕнчи Бердск хули регболистсен Раççей чемпионатне йышăннă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн ентешсем кĕрешни те мăнаçлану.

Савăнăç сăлтавĕ те пысăк: туслă коллектив финал пайĕнче Новосибирск облаçĕн спортсменĕсене 14:8 шутпа çĕнтерсе чемпионатăн бронза медальне тивĕçнĕ. Ăнăçу тÿпине Владимир Петрушкин /Аслă Елчĕк/, Игорь Долгов /Шăмалак/, Сергей Скворцов /Акчел/, Даниил Ефимов /Тăрăм/, Павел Галошев /Кушкă/ та хывнă.

 

 

Шашистсен çитĕнĕвĕ

Шупашкарти «Олимпийский» стадионăн конференц-залĕнче республикăри патшалăх влаçĕн тата вырăнсенчи хăй тытăмлăх органĕсен черетлĕ XIX Спартакиадинче Елчĕксене те ăннă.

Шашкăлла выляссипе унта команда «кĕмĕлленме» пултарнă. Чылайранпа пулман кунашкал çитĕнÿ Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Юрий Алексеевпа Геннадий Ловкинăн, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕн Галина Иванован пысăк ăсталăхĕпе, тавçăрулăхĕпе çыхăннă. Валерий Петров /Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ/, Ирина Никонова, Александр Журавлев /райадминистраци/ дартс ăмăртăвĕнче приза кăштах тивĕçеймен – тăваттăмĕш.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code