Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăнăçлăхшăн

Тăнăçлăхшăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова ертсе пынипе Нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшăнусене йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен районти канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Пĕлтерĕшлĕ тĕл пулура Елчĕкри çветтуй Александр Невский кнеç чиркĕвĕн настоятелĕ, IV округри благочиннăй Александр Сенькин протоиерей, «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин хăйсем ĕçлекен тытăмсенче обществăри тăнăçлăха, халăхсем тата тĕн конфессийĕсем хушшинчи килĕшÿлĕхе мĕнле йĕркелесе пыни çинчен каласа панă. Райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Зарема Князева районти канаш 2021 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех çитес çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code