Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравления с Новым годом и Рождеством!

Поздравления с Новым годом и Рождеством!

Чăваш Республикин хаклă ҫыннисем!

Сире ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ 2022 ҫул ячĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв пире савăнăҫ кÿрет, унран ыррине кăна кĕтетпĕр, вăл кашни киле ăшăтать, хăтлăх парнелет! Чăваш Енре Хусан тата Сăр хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕҫ паттăрлăхĕн ҫулталăкĕ тесе пĕлтернĕ ҫул республика пурнăҫĕнчи паллă пулăмсемпе, ырă улшăнусемпе палăрса юлать.

Кăҫал эпир сирĕнпе пĕрле ҫак улшăнусене кашни ҫын туйтăр, пирĕн тăван ял-хула илĕртÿллĕ те хăтлă пултăр тесе питĕ пысăк ĕҫ турăмăр. Манăн шухăшпа, ҫак 12 уйăхра нумай ĕҫе ăнтартăмăр. Экономика аталанăвĕпе, граждансен интересĕсене тĕпе хурса наци проекчĕсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕрле татса патăмăр.

Эпир финанс енĕпе ҫирĕплентĕмĕр, тата ытларах инвестици хыврăмăр, коммуналлă инфратытăма, общество вырăнĕсене чăннипех ҫĕнетме пуҫларăмăр, ҫĕнĕ производствăсем уҫрăмăр, ҫурт-йĕр, ҫулсем турăмăр, шкулсене, ача сачĕсене, медицина учрежденийĕсене, культурăпа спорт обьекчĕсене ҫĕнетме тытăнтăмăр. Ҫакă пĕтĕмпех — пирĕн пĕрлехи ĕҫĕн, Чăваш Ен шăпишĕн яваплăха туйнин шăнăрĕ. Ун хыҫĕнче — сирĕнтен кашнин ĕҫĕ! Пĕрлешсе эпир йывăрлăхсене, ҫĕнĕ чăрмавсене парăнмарăмăр. Пĕчĕк тата пысăк ҫак ҫĕнтерÿсем, иккĕленместĕп, пире малашне те тăван республикăшăн тăвакан ырă ĕҫсенче пĕрле пулма пулăшĕҫ.

Хаклă туссем!

Ҫĕнĕ ҫула хумханса кĕтетпĕр, лайăххине шанатпăр, телей пирки ĕмĕтленетпĕр: пурте сывă пулччăр, килте ăнланупа килĕшӳ хуҫаланччăр, ытлăх-ҫитлĕх пултăр, ачасемпе мăнуксем савăнтарччăр, шанчăклă туссем, пирĕнпе пĕр шухăшлă ҫынсем юнашар пулччăр. Килес ҫул, Мухтавлă ентешсен ҫулталăкĕ, пирĕн хушăри ҫĕнĕ ятсене уҫтăр, кашни ҫемьене, республикăна пархатар кÿтĕр.

Ҫывхарса килекен ҫулталăк пире тăван вучах ăшшипе ăшăттăр, тăвансемпе, ҫывăх ҫынсемпе ырăпа кăна тĕл пултарса савăнтартăр, манăҫми самантсемпе тата ҫĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа  пуян пултăр. Пурне те ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, пархатарлă мĕн пур ĕҫре ăнăҫу сунатăп! Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе!

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                   Олег Николаев

 

Хаклă ентешсем! Елчĕк енěн пултаруллă та ĕçчен çыннисем!

Хаклă ентешсем! Елчĕк енěн пултаруллă та ĕçчен çыннисем! Йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕнĕ çул умĕн иртсе каякан çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, малашлăх валли тĕллевсем палăртатпăр.

2021-мĕш ҫулта эпир сирĕнпе район аталанăвĕшĕн килĕштерсе, тăрăшса ĕҫлерĕмĕр. Йывăрлăхсемсĕр мар пулин те, чылай ырă ĕçе пурнăçлама пултартăмăр. Ял хуçалăхĕнче тата промышленноçра 12 инвестици проектне ĕçе кĕртрĕмĕр, уйрăм çынсен пуçарулăхне тĕпе хурса ялсен сăн-сăпатне улăштарас тĕллевпе 33 проект пурнăçларăмăр. Елчĕк шкулĕ çумĕнче пысăк спорт стадионне хута яни, ялсен хăтлăхне ÿстерес тĕллевпе 10 спорт тата вăйă площадкине вырнаçтарни сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕç. Çавăн пекех çул-йĕр, строительство енĕпе те сахал мар курăмлă ĕç тунă.

2021-мĕш çул республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне сума суса иртрĕ. Ентешсен паттăрлăхне, истори страницисене асра хăварас тĕллевпе сахал мар мероприяти йĕркелерĕмĕр.

Килес çул та район историнче ылтăн саспаллисемпе çырăннă паллă ентешсене чыслассипе, вĕсен ĕçĕсене ĕмĕрлĕх ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе ĕçлесе пырăпăр.  

Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй-хăват, шанчăк çуратать. Пурин те мĕн кĕтни, ĕмĕтленни Çĕнĕ çулта пĕтĕмпех пурнăçлантăр, ĕçре ăнăçусем, çитĕнÿсем пулса пыччăр, çемьесенче килĕшÿ, юрату хуçалантăр.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлӑх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр!

Елчĕк район пуçлăхĕ        А.Г.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Л.В.Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code