Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Професси уявне паллă турĕç

Професси уявне паллă турĕç

Январĕн 12-мĕшĕнче прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне – Раççей прокуратурин ĕçченĕн кунне паллă турĕç.

Архив докуменчĕсем упранса юлманран Елчĕк район прокуратуринче чи малтанхи çулсенче камсем ĕçлени паллă мар. Пур приказсене тишкерес пулсан 1958 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлас ĕçе И.И.Уткина шанни паллă. 1959 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнчен Г.Ф.Сыкова çирĕплетнĕ. Прокурор тивĕçĕсене 1965-1970, 1970-1976 çулсенче, 1976 çулхи апрель-июль уйăхĕсенче Е.П.Павлова, В.Алексеев, Г.С.Яковлев пурнăçланă. Тĕрлĕ çулсенче район прокурорĕн тилхепине А.А.Александров, М.В.Андреев, А.В.Урков, А.Ю.Фуражников, Н.И.Логинов, Н.А. Муллин, В.А.Николаев, С.А.Фирсов тытса пынă, А.В.Афанасьев, Д.В.Тимофеев, В.В.Путяков кĕске тапхăр прокурор тивĕçĕсене пурнăçланă.

2021 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнчен район прокурорĕ пулса А.Н.Кудряшов юстици советникĕ тăрăшать. Александр Кудряшов ĕç биографине Йĕпреç район прокуратуринче пуçланă – прокурор пулăшуçинче тăрăшнă. Каярах Канашри районсем хушшинчи прокуратурăра прокурор пулăшуçи, аслă пулăшуçи, Муркаш район прокуратуринче прокурорăн аслă пулăшуçи, Тăвай районĕн тата Çĕрпÿ хулин прокуратурисенче прокурор пулăшуçи пулнă. Пĕр хушă вăл Чăваш Ен прокуратурин федераци саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслекен управленин прокурорĕнче вăй хунă.

Хальхи вăхăтра район прокуратуринче пурĕ 5 сотрудник тăрăшать. Юстици советникĕ В.В. Путяков – 2019 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнчен район прокурорĕн çумĕ. Вячеслав Валерианович прокуратура тытăмĕнче 2000-мĕш çултанпа. Патăрьел, Элĕк районĕсен прокуратурисенче прокурорăн пулăшуçинче, аслă пулăшуçинче тăрăшнă. Прокурор пулăшуçи М.Ю.Игнатьев çак должноçра 2021 çулхи октябрь уйăхĕнчен. Мускаври Прокуратура университетĕнче вĕренсе пĕлÿ илнĕ специалист ĕç биографине пирĕн районтан пуçланă. Татьяна Тимофеева ертсе пыракан специалист 2015-2018 çулсенче Шăмăршă районĕнчи прокуратурăра аслă специалистра вăй хунă, 2018 çултанпа районти прокуратурăра тăрăшать. Ю.В.Петров водитель пулса ĕçлет.

Раççей прокуратурине туса хунăранпа кăçал 300 çул çитрĕ. Прокуратура ĕçченĕсем саккунсăрлăха тата йĕркесĕрлĕхе пĕтерес, граждансен тата патшалăх ирĕкĕсемпе интересĕсене хÿтĕлес тĕллеве çирĕп пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсене тата асăннă тытăмăн ветеранĕсене професси уявĕпе саламласа яваплă ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх тата телей сунар.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче прокуратура ĕçченĕсем: М.Игнатьев, Т.Тимофеева, А.Кудряшов, В.Путяков, Ю.Петров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code