Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕлĕве олимпиадăра тĕрĕслеççĕ

Пĕлĕве олимпиадăра тĕрĕслеççĕ

Шкулта предметсене мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе хакламалли тĕп мелсенчен пĕри – Пĕтĕм Раççейри олимпиада. Унта шкул ачисем хăйсен вăй-халне, пĕлĕвне, ăс-хакăлне пур енлĕн кăтартма пултараççĕ.

Предмет олимпиадин тĕп тĕллевĕ – çивĕч ăс-тăнлă тата тĕрлĕ енлĕ шухăшлакан чи вăйлă вĕренекенсене тупса палăртасси тата вĕсене малалла аталанма пулăшасси.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 16-мĕшĕччен районта Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Унта 7-11 классенче вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Районти 11 вĕренÿ учрежденийĕнчи 610 вĕренекен хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕ. Ноябрь уйăхĕнчех ачасем наци чĕлхисемпе тата тăван ен культурипе регион тапхăрĕнче олимпиадăра тупăшрĕç.

Район шайĕнчи тупăшу кашни шкулта 19 предметпа иртрĕ. Коронавирус инфекцине сарас мар тесе санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнса çапла иртрĕ вăл кăçал. Район шайĕнчи тупăшура 158 вĕренекен çĕнтерÿçĕпе призерсен йышне кĕчĕ. Çавăн пекех 25 вĕренекен шкул ачисен регионти олимпиадăн муниципаллă тапхăрĕнче палăрчĕ.

Олимпиадăра темиçе предметпа палăрнисем пуррине те палăртмалла. Аслă Таяпари 9 класри Светлана Окружнова 6 предметпа, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 9 класри Софья Ловкина 5 предметпа пысăк çитĕнÿсем турĕç. Елчĕкри 11а класри Юлия Воронцова, Кушкăри 8 класри Анастасия Дергунова, 7 класри Анастасия Константинова, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкулти Денис Долгов 4-шар предметпа çĕнтерÿçĕ е призер пулса тăчĕç.

Январĕн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ пуçланчĕ. Районти 34 вĕренекен унта хутшăнма тивĕçрĕ. Ăнăçу сунатпăр вĕсене.

Л.ЕФИМОВА,
райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code