Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Стипендиатсен çĕнĕ йышĕ паллă

Стипендиатсен çĕнĕ йышĕ паллă

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем – çĕршыв пуласлăхĕ. Телее, ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр упраç сахал мар Елчĕк тăрăхĕнче. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ, çавна кура çитĕнÿсем те нумай кĕттермеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2021 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушăва алă пуснă. Кăçал ăна курăмлă кăтартусем тунă республикăри 14-35 çулсенчи 1001 яшпа хĕр тивĕçнĕ.1830 тенкĕпе танлашакан стипендие тĕрлĕ тытăмра палăрнă çамрăксем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен илсе тăрĕç.

Савăнсах хыпарлатпăр: Чăваш Енри пултаруллă çамрăксен йышĕнче пирĕн районти харсăр ĕçченсемпе маттур вĕренекенсем те пур. Йышĕ те пĕчĕк мар – 25-ĕн. 20 çул хушшинче пĕр çулта çакăн чухлĕ стипендиат пулман та. Республика ертÿлĕхĕ пултаруллисене хавхалантарма пуçланăранпа районти 200 ытла çамрăк çак стипендие тивĕçнĕ.

Чи малтанах районта тĕрлĕ сферăра ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ çамрăксем çинчен пĕлтерес килет. Алина Быкова, акă, Елчĕкри ветстанцин ертсе пыракан ветеринари тухтăрĕнче тăрăшать. Ĕç стажĕ те пĕчĕк мар унăн – 12 çул. Елчĕк ял тăрăхĕнчи хĕрарăм волейболистсен командин хастар членĕ çуран чупма та кăмăллать. Хăйĕн профессине чунтан парăннăскер çак ятарлă стипендие иккĕмĕш хут тивĕçет.

Районти тĕп больницăри Алина Еремеева терапевт врач 2015 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан 2018 çулта «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн тăван районта ĕçлеме пикеннĕ. Кĕске вăхăтрах ĕçтешĕсем хушшинче хисепе çĕнсе илчĕ. Вăл эмелпе çеç мар, çепĕç калаçăвĕпе те сывалма пулăшать пациентсене.

Лилия Малова медицина сестри те шурă халатлă профессие ахальтен суйласа илмен. Унăн пĕчĕкренех чирленĕ çынна сыватас килнĕ. 6 çул тăрăшать вăл тĕп больницăра.

Медицина ĕçченĕсем иккĕшĕ те наукăпа практика конференцийĕсене, республикăри медиксен хушшинче иртекен спорт тата культура фестивалĕсене хутшăнма мехел çитереççĕ.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавательне Елена Портновăна районти яш-кĕрĕм лайăх пĕлет. Алă вăйĕ виçессипе Раççей спорт мастерĕ маларах асăннă стипендие тăваттăмĕш хут илет. Студент çулĕсенче те палăрнă вăл спортра, халĕ те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Хăй, çемйи сывă пурнăç йĕркипе пурăннăран шкул ачисемпе çамрăксене те спортпа туслаштарать. Ĕç хыççăн Елчĕк ял тăрăхĕнчи çамрăк хĕрарăмсене волейбол вăййине йыхравлать.

Районти вĕренÿ учрежденийĕнчи чи хастар та çаврăнăçуллă ертÿçĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕ Диана Турхан. Çамрăк директор кĕске вăхăтрах коллективра та, ачасем хушшинче те, ашшĕ-амăшĕ умĕнче те пысăк хисепе çĕнсе илчĕ. Юлашки çулсенче шкул палăрмалла улшăннинче, çĕнелсе илемленнинче, пысăк ÿсĕмсемпе палăрнинче унăн тÿпи калама çук пысăк.

Стипендиатсем хушшинче ытларахăшĕ – районти шкулсен вĕренекенĕсем. Вĕсем: Елчĕкри Ксения Агеева /иккĕмĕш хут тивĕçет/, Антон Архипов, Ксения Воробьева, Виктория Галкина, Никита Долгов /иккĕмĕш хут/, Алина Ильина, Инна Козлова, Ксения Королева /иккĕмĕш хут/, Юлия Краснова, Елизавета Молодова, Дарья Петрова, Дарина Чернова. Çĕнĕ Пăвари Дарья Волкова, Курнавăшри Александр Ефимов, Сергей Иванов, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Денис Жуков, Софья Ловкина, Татьяна Чернова, Елчĕкри искусство шкулĕнчи Елизавета Мурзакаева, Аслă Таяпари Светлана Окружнова çак сумлă йышра.

Çакна та палăртмасăр иртес мар: районти хăш-пĕр вăтам шкулсем çулсеренех ятарлă стипенди илме мал ĕмĕтлĕ, пур енĕпе те çивĕч ăс-тăнлă вĕренекенсем тăратаймаççĕ. Аслă Таяпари тĕп шкул вара, ачасен йышĕ сахал пулсан та, кашни çулах стипендиатпа мухтанма пултарать. Ырă сăмаха тивĕçлех çак шкул ертÿçисем. Тăрăшуллă вĕренекенсене, тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсенче шкул чысне хÿтĕлекенсене, хавхалантарма пĕлеççĕ вĕсем.

Кăçал Республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илмелли йĕрке кăштах улшăннă. Халĕччен 30 çулчченхи çамрăксен кăна хăйсем çинчен портфолио тăратмалла пулнă пулсан, кăçал 35 çулчченхисем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пултарнă. Çавăн пекех ĕçри, вĕренÿри пысăк ÿсĕмсемпе палăракан яш-кĕрĕм стипендие виçĕ çултан тата тепре тăратма пултарать. Акă, Курнавăшри Ефимовсен, Хăвăлçырмари Ловкинсен, Аслă Елчĕкри Мурзакаевсен çемйисем стипендиатсемпе мухтанма пултараççĕ: аслисем хыççăн кĕçĕннисем те пысăк тавра курăмĕпе палăраççĕ.

Малашне те ĕçре, вĕренÿре, спортра пысăк ÿсĕмсем тума сунатпăр сире, талантлă та хастар Елчĕк çамрăкĕсем. Хăвăрăн пултарулăха, ăсталăха, пĕлĕве кăтартма вара паян тĕрлĕ шайри конкурссем нумай.

М.ВАСТУЛОВА,
райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code