Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ытти халăх культурине пĕлетĕн-и?

Ытти халăх культурине пĕлетĕн-и?

Курнавăшри вăтам шкулта Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн тата Чăваш Енри паллă ентешсен çулталăкĕсене уçса «Путешествие в Культуроград» ăса хывмалли вăйă программи йĕркеленĕ.

«Пĕлетĕн-и эсĕ?» станцире вĕренекенсем сăн ÿкерчĕк тăрăх хăйсен мухтавлă ентешĕсене пĕлнине, вĕсем республика, çĕршыв шайĕнче мĕнле курăмлă ĕçсемпе палăрнине каласа кăтартнă. Мĕнле уяв-ха вăл вăйă-кулăсăр? Вĕренекенсем чăваш халăх вăййисене выляма уйрăмах кăмăллаççĕ. Такмак каласа чăваш ташши ташлама кĕçĕн классенче вĕренекенсене уйрăмах килĕшнĕ. Вĕсем ташша ярсан вăййа ертсе пыракансем те чăтса ларайман, вĕсемпе ташша янă.

Унтан ачасем хăйсем ылтăн алăллă пулнине çирĕплетсе хутран тĕлĕнмелле хитре япаласем ăсталанă, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă. Çул çÿреве юратакансем карттă çинче хăйсем Раççейĕн хăш хулинче пулса курма ĕмĕтленнине пĕлтернĕ. Çула тухма хатĕр тейĕн ачасене, çамрăк модельерсем çĕршыври халăхсен кĕпи-тумтирне юлташĕсене тăхăнтартнă. Юлашкинчен кашни команда наци апат-çимĕçĕпе, вĕсене мĕнле хатĕрленипе паллаштарнă.

Е.КОРНИЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code