Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлĕ ыйту кирлĕ çĕре çитет

Кирлĕ ыйту кирлĕ çĕре çитет

Хальхи вăхăтра социаллă çыхăну чи анлă сарăлнă хутшăну мелĕ шутланать. Çулсене юртан тасатманни, QR-код илейменни, хваттерте ăшă çукки тата ытти тĕрлĕ ыйту канăç памасть çынсене, темĕн те пăшăрхантарать. Хăшĕ-пĕри чуна ыраттарни пирки тарăхнипе социаллă сете çырать.

Халăха хумхантаракан ыйтусене асăрхамасăр хăвармаççĕ. Чăваш Республикинчи региона ертсе пыракан центрăн /вырăсла кĕскен, ЦУР0/ ĕçченĕсем вĕсене тишкерсе-сăнасах тăраççĕ. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе пур регионта та ĕçлеççĕ халĕ вĕсем, çулталăк каялла йĕркеленнĕ тытăм халăх ыйтăвне власть органĕсем патне хăвăрт çитерме май парать.

Чăваш Енре региона ертсе пыракан центр пĕлтĕрхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче ĕçлеме тытăннă, унта 21 специалист тăрăшать, вĕсем ыйтусем çине кĕске вăхăтра хуравлаççĕ. Мĕнле куç тĕлне пулаççĕ-ши Интернет уçăлăхĕнчи тĕрлĕ ыйту? Кашнинех шухăшлаттарать çакă.

Тĕрĕссипе, социаллă сетьсенче çырнисене «Инцидент Менеджмент» тишкерÿ программи /искусствăллă интеллект/ пĕр тытăма пухать. Вăл регионта анлă сарăлнă пабликсенчи информацисен пысăк калăпăшне тишкерет, татса памалли ыйтусене, халăх çырăвĕсене тупса палăртать. Малалла вĕсемпе специалистсем ĕçлеççĕ, вĕсемех яваплă ведомствăсене çитереççĕ.

Кунсăр пуçне кашни власть органĕнчех социаллă сетьсенче «Госуслуги. Решаем вместе» платформăра çыракансен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çын пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code