Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юр тăкăнать…

Юр тăкăнать…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.

Калаçу ытларах çулсене юртан тасатса тăрасси пирки пычĕ. Малтанах райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров пĕтĕмĕшле кăтартусемпе паллаштарчĕ. Паянхи кун тĕлне район территорийĕнче автомобиль çулĕсен тăршшĕ 396,5 километрпа танлашать, çав шутран республика пĕлтерĕшли – 55,2 километр, район шайĕнчи – 138,2, вырăнти – 203,1 километр. Республика тата район пĕлтерĕшлĕ çулсене «Воддорстрой» тата «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăсем пăхса тăраççĕ. Çак таранччен вĕсем патне «çÿлти» органсенчен асăрхаттару пулман-ха. Иртнĕ канмалли кунсенче те, юр аванах çуса тăнăран, ДПМК ĕçченĕсем Елчĕк урамĕсене тăтăшах хырса тăчĕç. Вĕсем Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи 3 ял тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне кĕрекен Таяпа Энтри автоçулĕсене пăхса тăраççĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе пĕтĕмпе 655 тонна хăйăр сапнă.

Вырăнти çул-йĕрсене юртан тасатса тăрас енĕпе мĕнле ĕçленипе хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем паллаштарчĕç. Вĕсенче çак ĕçе йĕркелеме ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе, уйрăм предпринимательсемпе килĕшÿ тунă. Апла пулсан ялсенчи урамсем куллен тап-таса пулма кирлĕ. Масар çулĕсене, хытă каяш вăхăтлăх упранакан площадкăсен умĕсене тасатса тăрассипе те тăтăшах тимлемелле. Сăмах май, хоккей коробкисем те нихăçан та юрпа хупланмалла мар – вĕсем кашни кун ачасен сассипе тулччăр…

Виçĕ-тăватă кун юр çуманнипе хăшĕ-пĕри лăпкăлăха путрĕ-тĕр. Анчах хĕлĕн хăйĕн «правине» çуркуннене пама питĕ иртерех – çил-тăман алхасасси малашне-ха. Çавăнпа çул-йĕре тасатса тăракан пĕтĕм служба яланах хатĕррисен ретĕнче пулма тивĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code