Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Укçа-тенкĕ нумай уйăрнă

Укçа-тенкĕ нумай уйăрнă

ЧР Спорт министерствин коллегийĕн ларăвĕнче Чăваш Енри спортăн тĕп тĕсĕсене палăртнă.

Спортăн 16 енĕ çумне лаша спортне, масс-рестлинг, пауэрлифтинг, шывра ишессине, спорт туризмне, спорт аэробикине тата хоккей кĕртме йышăннă. Вĕсене аталантармашкăн кăçал 25 миллион тенкĕ пăхса хунă.

Спорт министрĕ Василий Петров «Спорт – пурнăç йĕрки» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта республикăра футбол уйĕсем, уçă комплекссем, ГТО лапамĕсем тунă. Элĕкре бассейн, Çĕнĕ Шупашкарти хоккей шкулĕнче спортзал хута янă, Ишлейре спорт керменĕ тума пуçланă, Шупашкарти «Атăл» стадионта реконструкци ĕçне пуçăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code