Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Омикрон Елчĕке те çитнĕ

Омикрон Елчĕке те çитнĕ

2022 çул пуçланчĕ анчах, апла пулин те пĕр уйăхрах районта 150 çын коронавируспа чирленине шута илнĕ. Вĕсенчен 30 проценчĕ ковид стационарĕнче сипленнĕ. Шел, пĕр çын усал чире çĕнтереймен – вилнĕ.

Çĕнĕ штамм – омикрон хăвăрт сарăлни те хăратать. Юлашки кунсенче ăна Елчĕк районĕнче (1 тĕслĕх) тупса палăртни, пушшех, сыхлăха ÿстерме хистет. Районта пурăнакансене çĕнĕ штамăн паллисем пирки тата чиртен мĕнле сыхланмалли пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма райбольницăри тĕп тухтăрăн медицина енĕпе ĕçлекен çумĕнчен Галина Ивановна Уфуковăран ыйтрăмăр.

– Омикрон ытла хăвăрт, шутлă кунсенче тенĕ пек, Чăваш Республикинче, Елчĕкре те пуçне çĕклерĕ. Ăçтан муртан килсе çакланма пултарчĕ-ши вăл;

– Коронавирус инфекцийĕн çĕнĕ вирусне иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Кăнтăр Африкăра тупса палăртнă. Килен-каян туристсем вара ăна тĕнчипех сарма пулăшнă. Ковидран прививка, ПЦР-тест туни, маскăпа çÿрени, чару мерисене çирĕплетни те унăн çулне пÿлеймен. Иммунитет пурри те çынна çĕнĕ чиртен сыхлаймасть.

Омикрон ăçтан тухнине тĕпчекен специалистсем çакна сывлăх тĕлĕшпе хавшак çыннăн вирусĕ мутациленнипе те çыхăнтараççĕ. Ку чухне пациентсем, чир вăраха кайнине пула, уйăхĕ-уйăхĕпе те нушаланма пултараççĕ.

– Роспотребнадзор специалисчĕсем палăртнă тăрăх, омикрон штамм эпидеми лару-тăрăвне, чире улăштарнă. Çакăн пирки те, Галина Ивановна, вулакан тĕплĕнрех пĕлтĕр мар-и;

– Инкубаци тапхăрĕ 3-5 кун чакнă. Унччен коронавируспа чирленисем тутă пĕлме пăрахнă пулсан халĕ вăй пĕтнине, пуç ыратнине пĕлтереççĕ. Чир паллисем ОРВИпе пĕр килеççĕ: ÿт температури пысăк, алă-ура сыппи, пыр ыратни, ÿслĕк, сунас. Ачасен ÿчĕ çине шатра тухса тулать. Малтанхи вируспа танлаштарсан, омикрон 4 хут ытла хăвăртрах сарăлать. Унчченхи вăхăтра коронавируспа чирленĕ çынсемпе хутшăнура пулнисем хăйсен чир палли пуррине 3-4 кунран анчах пĕлме пултарнă пулсан – халĕ темиçе сехет иртнĕ хыççăнах. Тĕслĕхрен, инфекци ертнĕ çынпа ирхине тĕл пултăн – каç пулнă çĕре чирлесе ÿкме те пулать. Çавăнпа ĕнтĕ хальхи вăхăтра чирлесси пит хăвăрт ÿсет. Чирлĕ çынпа пĕр пÿлĕмре пулсан вирусран хăтăлса юласси çукпа пĕрех.

– Вакцинаци туман çынсем чире йывăртарах ирттерни нумай тĕслĕхре çирĕпленет. Апла пулсан, хальхи вăхăтра та чиртен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр мел вăл – прививка.

– Анчах çакна пурте кирлĕ пек йышăнманнинчен çав-çавах тĕлĕнетпĕр. Чир никама та шеллемест: пандеми тапхăрĕ пуçланнăранпа районта коронавируса çĕнтереймесĕр 78 çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнине шута илсен те, эпир тата пирĕн çывăх çынсем хальхи вăхăтра мĕн тери пысăк хăрушлăхра пурăннине ăнланса илме тивĕç.

Прививка тутарнисем анчах хăйсене хÿтлĕхре туйма пултарнине тепĕр хутчен çирĕплетсе паратпăр. «Спутник» вакцинăн икĕ дозипе те прививка тутарма ĕлкĕрнĕ çынсем омикрон штама çăмăллăн ирттереççĕ. Ревакцинаци витĕр тухнисем вара малтанхи 3 уйăхра пĕрре те чирлемессе пултараççĕ. Аслă ÿсĕмри çынсене, пушшех, тимлĕ пулма ыйтатпăр. Мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ ахаль те хавшак. Çакна кура шăпах вĕсен чи малтан прививка тутарма килĕшмелле. Унсăр пуçне, ватăсем нумай çын пурăнакан вырăнсене ытлашшиех тухса çÿремеççĕ пулин те, чирлеттерме пултаракансем юнашарах – ашшĕ-амăшĕ патне тăтăш килсе çÿрекен ачисем, мăнукĕсем…

Çынсем чирленин тĕслĕхĕсене тишкернинчен те çакă курăнать: вакцинаци витĕр тухнисем, прививка тутарманнисемпе танлаштарсан, чирлесен те инфекцие çăмăлтарах ирттереççĕ, хăвăртрах сывалаççĕ.

Пандемин вăй илекен çĕнĕ хумне чарса лартас тесен пурин те пĕр шухăшлă пулмалла, пĕр иккĕленмесĕр прививка тутарма килĕшмелле. Çакăн пирки те палăртса калатăп, хальлĕхе районта вакцина начар витĕм кÿнĕ тĕслĕх пулман.

– Галина Ивановна, ковид ачасемшĕн те хăрушă пулни çине-çинех çирĕпленет. Чирлесрен вĕсене мĕнле хÿтĕлемелле;

– Чăнах та, пандеми пуçламăшĕнче ачасемпе çамрăксем коронавируспа йывăр чирлени çирĕпленменрен, ытти ÿсĕмри çынсемпе танлаштарсан, вĕсем нумайăшĕ чире паллăсăр ирттерчĕç. Анчах вирус мутациленнине кура – чирĕн кашни çĕнĕ хумĕпе тĕл пулмассерен, ачасем ытларах та ытларах чирленине курма тытăнтăмăр. Омикрон вара ачасене те хÿтĕлеме хистет.

2021 çулхи ноябрь уйăхĕнче ачасене ковидран хÿтĕлекен «Спутник М»вакцинăна регистрациленĕ. Вăл икĕ компонентран тăрать. Ăна 12 çултан пуçласа 17 çулчченхи ачасене прививка тума усă кураççĕ. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш компонентсемпе вакцинаци тунин хушши 21 кун пулмалла. Хальхи вăхăтра ятарласа ачасем валли районти больницăна илсе çитернĕ «Спутник М» вакцинăпа, ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕпе, 10 ачана прививка тума ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Ачасене те вакцинаци витĕр кăларма тытăннин сăлтавне ăнланма йывăр мар. 2020 çулта, тĕслĕхрен, республикăра 1000 ытла ача-пăча инфекци ертнĕ, вĕсем ăна çăмăлрах та ирттернĕ. Кăçал вара, пĕр уйăхрах! 300 ытла ачана сипленме стационарсене вырнаçтарнă. Вырăнта ларма-тăма пĕлмен ача-пăча кун-каçа нумай çынпа хутшăнать. Çапла майпа хăй те пит хăвăрт чирлеме, ыттисене те вирус ертме пултарать…

– Прививка тăвассин йĕрки пирки тепĕр хут аса илтерме пулмĕ-и;

– Пĕрремĕш тулли вакцинаци витĕр тухнă хыççăн 6 уйăх иртсен тепĕр хут вакцинаци ?ревакцинаци/ тăваççĕ. Ковидпа чирлесе ирттернисен те 6 уйăх иртнĕ хыççăн прививка тума юрать.

Хальхи вăхăтра Елчĕкри тĕп больницăра 4 тĕрлĕ вакцина пур: Гам-КОВИД-Вак, ЭпиВакКорона, КовиВак, Спутник Лайт.

Светлана АНАТОЛЬЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code