Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пăла шывĕ урлă хывнă кĕпер

Пăла шывĕ урлă хывнă кĕпер

Пирĕн ялта Аслă Пăла шывĕ урлă халăх вăйĕпе тахçанах кĕпер хывнă пулнă-ха, çурхи шыв вăхăтĕнче вăл пĕрмаях ишĕлсе, арканса пĕтнине пула ăна кашнинчех çĕнетсе тăнă. Районăн 1933-1934 çулсенчи çул-йĕр тумалли программине тĕпе хурса çуркунне çырантан тухакан шыва юхса кайма Кушкăпа Аслă Пăла Тимеш хушшинчи дамба çине 3 йывăç кĕпер хывнă. Çав вăхăтрах Пăла шывĕ урлă та тĕреклĕрех кĕпер туса лартнă. Кун çинчен Аслă Пăла Тимеш çыннин В.Т.Бариновăн аса илĕвĕсен кĕнеки çинче вуласа пĕлме пулать. «Андрей пичче кĕпер тăвакансен артелĕ йышне кĕрсе свайсем çапнă çĕрте ĕçленĕ те, 1934 çулта çĕнĕ кĕпере хута янă» – тесе палăртать вăл.

«1956 çулта Ворошилов ячĕллĕ колхозри коммунистсен уçă пухăвĕнче Иван Семенович Измин тухса калаçнă. Вăл колхоз территорийĕнчи япăх кĕперсемпе çулсем çинчен чарăнса тăнă, колхоз вăйĕпе çĕнĕ кĕпер хывма сĕннĕ. Ку сĕнĕве колхоз членĕсем пĕр саслăн пулса йышăннă. Çак шухăша Елчĕкри райĕçтăвком ырланă, пулăшма шантарнă. Çапла вара колхоз вăйĕпе сметăпа 500 пин тенкĕ тăракан кĕпере Исемпел, Аслă Пăла Тимеш тата Кушкă ял ĕçченĕсем тăрăшнипе çу каçипе туса пĕтернĕ», – çакăн пек палăртнă вăл вăхăтра колхоз председателĕ пулнă В.В. Зайцевăн 1959 çулта пичетленсе тухнă «Колхозăн перспективлă планĕ» кĕнекинче.

Пирĕн ялта Пăла урлă хывнă кĕпер йышши Гау-Журавский меслечĕпе тунă тăрăллă (фермăллă) кĕперсем Елчĕк ялĕнче Кĕçĕн Пăла урлă, Элекçей Тимешре Аслă Пăла урлă, Тутарстанри Чутей ялĕнче Кĕтне урлă хывнă пулнă. Раççей империйĕнче чукун çулсем тума тытăнсан Америкăри Гау инженерăн проектне тĕпе хурса вырăс инженерĕ Д.И.Журавский анлăлатса çĕнĕлетнĕ хыççăн пирĕн çĕршывра çавăн йышши кĕперсем хывма пуçланă.

Кĕперсене мĕнле тунине пĕлес тĕллевпе Кавал ялĕнче пурăнакан Елизавета Васильевна Иванова ĕç ветеранĕпе курса калаçма тÿр килчĕ. Вăл каласа панă тăрăх çакă паллă пулчĕ.

– Кĕпере тунă çĕрте ĕçлекен платниксен бригадине Аслă Елчĕк çынни ертсе пынă. Çак ушкăн икĕ çул хушшинче 3 кĕпере планпа пăхнинчен маларах туса пĕтернĕ. Пĕрлешсе çемье çавăриччен манăн пулас мăшăр Виталий Арсентьевич Иванов Аслă Пăла Тимешри тата Елчĕкри кĕперсене тунă çĕрте платникре ĕçленĕ, – аса илет 86 çулхи Лиза аппа. Калаçу малалла тăсăлнă май вăл çав вăхăтри сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ.

Елчĕк кĕперне туса пĕтернĕ хыççăн платниксен бригади кĕпер çинче сăн ÿкерĕннĕ. Сăн ÿкерчĕк хыçне 1957 çулхи январĕн13-мĕшĕнче Елчĕк райĕçтăвкомĕн çул-йĕр тата кĕпер тăвас уйрăм ертÿçи ?райавтомостодор заведующийĕ/ Исемпел çынни В.Н.Жирнов «За досрочное завершение строительства моста с фермами Гау через реку М.Була плотнику Иванову Виталию» сăмахсемпе алă пусса райĕçтăвком пичечĕпе çирĕплетнĕ. Çапла вара кĕпере палăртнă вăхăтран маларах туса пĕтернĕшĕн çак сăнÿкерчĕке 24 çулхи В.Иванов платнике парнелени паллă пулчĕ.

– 1957 çулхи июньте иксĕмĕр мăшăрланнă хыççăн Виталий Элекçей Тимеш ялне Пăла урлă кĕпер хывнă çĕре ĕçлеме кайрĕ, – малалла тăсрĕ хăйĕн сăмахне Лиза аппа.

Пирĕн ялти кĕперĕн юханшыв урлă хывнă пĕренисем бетонран тунă 3 пысăк пукан çинче çакăнса тăраççĕ. Тĕрлĕ енлĕ хунă пĕренесем çине транспорт çÿреме хăма сарнă, кĕпер икĕ енĕпе çуран çÿрекенсем валли çÿлерех хăпартса хăма çапса тротуар тунă. Кĕперĕн икĕ пуçне те пушартан сыхланма пичкесемпе шыв, ешчĕксемпе хăйăр тытса тăнă.

Кĕпере хĕлĕн-çăвĕн питĕ тимлĕн сăнаса, пăхса тăнă, юсав ĕçĕсене вăхăтра ирттернĕ. Çуркунне пăр сиенлесрен сыхлас, пăр капланса ларасран асăрхаттарас тата пăра аркатас тĕлĕшпе Елчĕк райĕçтăвкомĕн ятарлă комиссийĕн килĕшĕвĕпе пăр кайиччен взрыв ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ялтан ку енĕпе ятарлă çынна – Сергей Николевич Овчинникова çирĕплетнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем вĕçнелле кĕперĕн нумай пайĕсем кивелнипе, ун тăрăх çÿреме хăрушă пула пуçланă, çавна май çĕнĕ кĕпер тăвас ыйту тухса тăнă. Çак вăхăтра райĕçтăвком тăрăшнипе районта Кĕçĕн Пăла тата Аслă Пăла урлă çĕнĕ кĕперсем хывма пуçланă. Пирĕн ялта та кивви çумне 1982 çулта тимĕр-бетонран хальхи требованисене тивĕçтерекен кĕпер хывнă. Çак ĕçсене Ульяновск хулинчи 18 номерлĕ Кĕпер тăвакан управлени пурнăçланă (предприятин хальхи ячĕ «Ульяновск-Автомост» ООО).

Çак йывăç кĕпер макетне Кушкă шкулĕнче вĕренекенсем ĕç урокĕсене вĕрентекен Василий Петрович Портнов ертсе пынипе ăсталанă пулнă. Макет хальхи вăхăтра Елчĕкри музейра упранать.

В. ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code