Четверг, 1 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 1-мĕш разрядлисем

1-мĕш разрядлисем

Хаçатăн паянхи номерĕнче районта çуралса ÿснĕ, кунтах пурăнса республикăри ăмăртусене хутшăнса 1-мĕш разряд нормативне тултарнисем çинчен пĕлтересшĕн. Тен, хăш-пĕр çав спортсменсем хăйсен çитĕнĕвĕ пирки пĕлмеççĕ те;

1977 çул. Ку тапхăрта районти «Урожай» ирĕклĕ спорт обществине Николай Мальков ертсе пынă. Калас пулать, пысăк разрядлă спортсменсем хатĕрлессипе асăннă общество нумай ĕç туса ирттернĕ. Ятарлă нормативсене республикăра иртекен чемпионатсенче е çав шайри ăмăртусенче кăна пурнăçлама май килнĕ. Спорт мероприятийĕсем вара питĕ нумай йĕркелетчĕç. 1-мĕш категориллĕ судьясен шайĕ ÿснĕ май, вĕсене профильлĕ Министерствăра пăхса тухса удостоверени панă. Çавна май чемпионатсем районта та ирте пуçларĕç. Малалла статьяра вуланакан çамрăксем – шкул ачисемпе хуçалăхсенче ĕçлекенсем – пурте «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин членĕсем пулнă.

Çÿлерех палăртнă çулталăкра районта 1-мĕш разряд нормативне тултарнисен йышне Лаш Таяпари Николай Самсонов, Петр Попов, Аслă Елчĕкри Анатолий Горшков кире пуканĕ йăтассипе, Патреккелти Анатолий Миллин, Аслă Таяпари Алексей Павлов çуран чупассипе кĕнĕ. А.Горшков вара çакăнпа çеç «çырлахман» – 1979 çулта РСФСР спорт мастерĕ пулса тăнă, 30 хутчен Чăваш Ен рекордне çĕнетнĕ.

А.Миллин пирки те уйрăм сăмах. 800 метра чупма юратнă атлет – Раççей, СССР, Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййисен чемпионĕ. Вăл тĕнче класлă спорт мастерне /1985/ çити çĕкленнишĕн питĕ мăнаçланатпăр.

СССР пĕрлештернĕ командин членĕ 1984 çулта Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче иртнĕ çуллахи Олимпиадăна хутшăнмалла пулнă, анчах Совет Союзĕ бойкот панăран асăннă вăйăсене пирĕн çĕршывран никам та кайман.

1979 çул. Май уйăхĕнче районта «Урожай» обществăна ертсе пыма мана шанчĕç. Çак çул Лаш Таяпаран тÿрех виççĕн – Юрий Попов, Сергей Тунгулов, Владимир Яковлев кире пуканĕ йăтассипе 1-мĕш разряда парăнтарчĕç. Халĕ – производствăн пултаруллă организаторĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Попов 1980 çулта РСФСР спорт мастерĕ нормине пурнăçлани те унăн чăтăмлăхĕпе харсăрлăхĕ çинчен калать.

Тутар-пушкăрт меслечĕпе кĕрешессипе Аслă Елчĕкри Владимир Питаков, Юрий Егоркин, йĕлтĕрпе чупассипе Аслă Таяпари Николай Скворцов разрядниксен списокне анлăлатнă.

1980 çул. Мускавра çуллахи Олимп вăййисем иртни ялсенчи яш-кĕрĕме те хавхалантарнă-тăр. 12-ĕн пĕрремĕш разряд картлашкине çĕкленнĕ те ку çул. Ăнăçу тăтăшах тренировкăсем тунăран килнĕ паллах. Паллашăр, акă вĕсем: Валентина Григорьева, Анатолий Константинов /Курнавăш/, Петр Паллин /Таяпа Энтри/, Владимир Доброхотов /Çуткÿл/, Валентина Малькова-Немцева /Елчĕк/, Галина Цыганова /Тип Тимеш/, Ирина Арбузова /Аслă Елчĕк/, Гельсине Тязюкова /Çĕнĕ Пикшик/ йĕлтĕрçĕсем, Виктор Викторов /Елчĕк/ штангист, Анатолий Кондратьев /Лаш Таяпа/ кире пуканçă, Виталий Афанасьев ГТОçă, Николай Агеев /Аслă Елчĕк/ кĕрешÿçĕ.

1981 çул. Вăл разрядниксем тĕлĕшпе тухăçлах пулмарĕ темелле. Ун чухне каллех йĕлтĕрçĕсем палăрчĕç: Анатри Тимешри Александр Ананьев, Кивĕ Арланкассинчи Татьяна Тихонова, Аслă Елчĕкри Анатолий Бурмистров, Курнавăшри Рена Петрова шкул ачисем. Çак йĕркесен авторĕ ГТОн хĕллехи нумай енлĕ ăмăртăвĕнче тупăшса 1-мĕш разряда тивĕçнĕ.

Республикăри ăмăртусене тухса çÿреме çăмăлах пулман. Малтан спортсменсене палăртнă ялсенчен автобуспа пухса, кайран килĕсене ăсатса тухнă. Шупашкар хулинче автобус-толлейбус çине лармалли те пулатчĕ. 10 çын таранччен, пурте йĕлтĕрсемпе, патаксемпе, сумкăсемпе. Епле вырнаçкаланă-ши; Ун чухне обществăлла транспорт тăтăш тулли çÿретчĕ те.

1982 çул. Йĕлтĕрпе чупассипе «Победа» тата «Слава» колхозсенчен 8-ăн разрядник пулса тăчĕç: Сергей Клементьев, Станислав Портнов, Елена Григорьева, Галина Исаева, Аркадий Васильев, Розалия Вахитова, Венера Тязюкова, Александр Яковлев.

Ку çул тутар-пушкăрт меслечĕпе кĕрешесси, кире пуканĕ йăтасси çĕклене пуçларĕ. Аслă Елчĕкри Валерий Георгиевич Чернов ертсе пынипе Василий Патшин /каярахпа – РСФСР спорт мастерĕ/, Сергей Илеменев, Валерий Николаевич Чернов кĕрешÿçĕсем палăрнă. Вĕсен ырă тĕслĕх те юнашарах пулнă: тренерĕ 5 хутчен районти Акатуй паттăрĕ-çке.

Аслă Таяпари вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ Петр Попов /1985 çулта – спорт мастерĕн кандидачĕ/ хальхинче йывăртарах виçере те 1-мĕш разряда лартнă хăйĕн кăтартăвĕсене. Унпа пĕрле тренировкăсене çÿренĕ Геннадий Каринкин, Елчĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн рабочийĕ Юрий Миронов та /каярахпа – РСФСР спорт мастерĕ/ ÿсĕмсен çулĕ çине тухнă.

Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ Александр Фомин Кÿкеçре иртнĕ хĕллехи нумай енлĕ ăмăртура норматива тултарнă.

1982 çулта Петр Сидоров çине тăнипе район центрĕнче пуçласа йывăр атлетика енĕпе ĕçлекен ачасемпе çамрăксен спорт çурчĕ уçăлчĕ, Анатолий Убасев директор пулса ĕçлеме пуçларĕ. «Çимĕçĕ» те часах çитĕнчĕ – Юрий Петров /Тÿскел/ 1-мĕш разрядлă штангист удостоверенине илчĕ. Вăхăт иртнĕ май вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.

1983 çул. Йĕлтĕр ăмăртăвĕсем «классика» енĕпе иртетчĕç, дистанцисем те вăрăмччĕ: хĕрсем 5-10 çухрăма, арçынсем 10-15 çухрăма чупнă. Зинаида Малькова-Паспекова /Елчĕк/ шăпах 5 километрлă, Сергей Ананьевпа Олег Александров /Анатри Тимеш/, Владимир Ермолаев /Яманчÿрел/ 15 километрлă инçĕшсенче «экзамен тытса» разрядниксен йышне кĕме тивĕçнĕ.

Спорт çуртне секцине çÿренĕ Юрий Клементьев /Патреккел/ 60 килограмлă виçере тупăшса штангăна кăкăр çинчен тĕртессипе 115 кг, ăна урайĕнчен тÿрех йăтса илсе çĕклессипе 87,5 кг пуçтарса 1-мĕш разряд нормативне пурнăçланă.

1984 çулта Владимир Ляпуновпа Валерий Афанасьев /Аслă Елчĕк/, Александр Саврасов /Яманчÿрел/ йĕлтĕрçĕсем Вăрнар поселокĕнче иртнĕ ăмăртуран разрядник пулса таврăннă. Владимир Сапожниковпа Алексей Павлов /Аслă Таяпа/, Юрий Сергеев /Хăвăлçырма/ ГТОн çуллахи комплексне ăнăçлă парăнтарнă.

1985 çул. Аслă Елчĕкре Елена Кассирова партком секретарĕ тăрăшнипе спорт шкулĕ уçнă. Унта тренерсем пулса Александр Кассиров /кĕрешÿ/, Петр Горшков /футбол/, Николай Адюков /йĕлтĕр спорчĕ/ ĕçленĕ. Çитĕнÿсем те вăрах кĕттермен. Тутар-пушкăрт меслечĕпе кĕрешессипе Валерий Мешков, Александр Патшин, Валерий Индубаев хăйсен ячĕсене Чăваш Ен шайĕнче пĕлтернĕ.

Районти кире пуканçăсем 8-ăн – Виталий Шуркин /Аслă Таяпа/, Анатолий Ильин /Чăваш Тăрăмĕ/, Аркадий Молоствов, Петр Петрушкин, Валерий Мисяков /Аслă Елчĕк/, Владимир Григорьев, Алексей Григорьев /Лаш Таяпа/, Андрей Трофимов /Хăвăлçырма, каярахра – СССР спорт мастерĕ/ регионти тĕрлĕ ăмăртусенче палăрса, пĕрремĕш разрядлă атлет пулса районăн спорт историне кĕрсе юлнă.

Обществăлла тренерсен ĕçне çÿлерех те кĕскен асăнтăмăр та, Кармалти 8 çул вĕренмелли шкулта унăн директорĕ Вадим Печков самбо секцине йĕркелесе янă. Виçĕ Александр – Лапшин, Дмитриев, Львов ăна пирвайхи çитĕнÿсемпе савăнтарнă.

Таяпа Энтринче те хăй вăхăтĕнче самбо секцийĕ ĕçленĕ. Ял хуçалăх производствин паянхи пултаруллă организаторĕ Анатолий Петровăн та воспитанникĕсем вăл ертсе пынипе разрядниксен йышне ÿстернĕ. Вĕсенчен пĕри – Алексей Миронов.

Йывăр атлетикăра 1985 çулта Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта вĕренекен Василий Иноходов /каярахпа – СССР спорт мастерĕ/ республика первенствинче çитĕнÿ тунă. Унăн ывăлĕпе хĕрĕ те халĕ – Раççей спорт мастерĕсем.

Михаил Скворцов /Петровка/, Петр Соловьев /Патреккел/ çуран чупассипе тепĕр хутчен 1-мĕш разряда çирĕплетнĕ.

Хаçатăн çывăх кăларăмĕсенче спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче пĕрремĕш разряд нормативне тултарнисем çинчен малалла пичетлĕпĕр.

Николай АДЮКОВ,
ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code