Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шанса та ĕненсе сан куçунтан пăхать-çке пĕчĕк шăпăрлан!

Шанса та ĕненсе сан куçунтан пăхать-çке пĕчĕк шăпăрлан!

Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çумĕнчи «Ромашка» ача садне çÿрекен пĕчĕк шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕсем Ирина Воронова педагог-воспитателе унăн тимлĕхĕпе чăтăмлăхĕшĕн, кĕçĕн çулхи ачасене шкула кайма хатĕрлессинчи воспитанипе вĕренÿ ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пыма пултарнăшăн тата вĕсене кашнине хăй ачине юратнă пек пĕтĕм чун-чĕрин ăшшине панăшăн тав тăваççĕ.

…Ачалăхри телейлĕ самантсем яланлăхах асра-çке вĕсем. Воспитатель – анне хыççăнхи пĕрремĕш çын вырăнĕнче. Вăл – професси çеç мар, чун ыйтни те. Тĕрĕс мар суйласа илнĕ ĕçре нумайлăха тытăнса та тăраймăн. Ирина Николаевна вара мĕн тесен те 34 çул çак пархатарлă ĕçре вăй хурать, ачасемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсен еккипе пурăнать. Хăйне шăпа пÿрнипе кăмăллă пулни унăн калаçăвĕнчен те уççăнах палăрать.

– Çутă та таса чун-чĕреллĕ ача-пăча мана мĕн чухлĕ ырă туйăм, савăнăç парнелет! Ялан вĕсемпе юнашар пулнăран, чун-чĕре çулсем иртнине те йышăнмасть, тейĕн. Шăпăрлансен путишле калаçăвĕ-хăтланăвĕпе килĕшсе кашни хутĕнче çунатлă çамрăклăхри пекех ахăлтатса кулатăп. Хам енчен те вĕсене хавхаланма хĕтĕртетĕп. Пурнăçри тÿнтерле пулăмсене те ачасем пек – мĕнле пур çапла, çăмăлрах йышăнма тăрăшатăп, – тет вăл. – Ачасене тăван тавралăха юратма, ырăпа усала уйăрма вĕрентесси, кĕнекепе туслашма хăнăхтарасси те ача садĕнчен пуçланать.

Ирина Николаевна ачасем хăйне епле хытă юратнине пĕлет-ши?! Уйрăмах канмалли тата уяв кунĕсенче вĕсем «ача сачĕлле» выляççĕ, унта килти ытти çынсене те хутăштараççĕ. Вĕсенчен пĕрне – чи хисеплине, юратнине хăйсен воспитателĕн – Ирина Николаевнăн рольне шанса параççĕ.

…Елчĕк хĕрĕ – Ирина Сайкина хăй те пĕчĕккĕ чухне район центрĕнчи ача садне çÿренĕ. Хăйсен ушкăнне ертсе пыракан Мария Абрамова воспитательтен лайăхрах çын урăх çук, унăн ĕçĕ те чи лайăххи пек туйăннă уншăн. Çак шухăш унăн ăс-тăнĕнче кайран та сĕвĕрĕлмен, шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ вăхăтра вара вăл воспитатель пулма çирĕп тĕллев тытнă. Шупашкарти педагогика училищине – шкул çулне çитмен ачасен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Тăван района таврăннă мал ĕмĕтлĕ çамрăк специалист малтанласа районти вĕренÿ пайĕн, пĕр вăхăтрах «Хĕвел» ача садĕнче методистра ĕçлесе ăсталăх пухнă.

Ăраскалĕ ăна Яманчÿрел ялне илсе çитернĕ. 1989 çулта ĕçчен те юман пек патвар, пултаруллă механизаторпа – Сергей Вороновпа пĕрлешсе çирĕп çемье çавăрнă. Виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăнукĕсем те – тăваттăн – хăйсен çемье ача садне уçма пулать, вĕсен чи лайăх воспитателĕ, паллах, кукамăшĕ.

Иртнĕ ырă вăхăтра Шăмалакри 90 вырăнлă ясли-сад ытти ялсенчи пекех, тулли хăватпа ĕçленĕ: 4 ушкăн, кашнийĕнче 25, 20-шер ача. Пур ĕçре те пуçаруллă пулнине кура Ирина Воронова воспитатель 6 çул заведующи ĕçĕсене те пурнăçланă. Шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларнă. Каярахпа ясли-сада шкул çумне пĕрлештерсен хăйĕн тĕп ĕçне каялла куçнă вăл. Хальхи вăхăтра, пытармалли çук, ялсенче ачасем сахалланса пыраççĕ. Апла пулин те шкулсемпе садиксен тĕлĕшĕнчи йĕркесем çав-çавах çирĕп: вĕренÿпе воспитани, ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшас енĕпе те. Ушкăнсенче ачасем сахалланса пыраççĕ пулин те воспитателĕн ĕçлес туртăмĕ иксĕлмест. Шкул çулне çитменнисене вĕрентсе воспитани парассинче çĕнĕ йышши меслетсемпе усă курать. Тăтăшах шыравра вăл, пĕлĕвне те ÿстерет. Ĕçленĕ вăхăтра аслă шкулта вĕренсе социаллă гуманитари пĕлĕвĕ илни те çакна çирĕплетет. Профессипе çыхăннă тата ытти пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнать, темиçе хутчен те лауреат ятне çĕнсе илме те пултарнă. Кăçал та Ирина Воронова «Çулталăкри воспитатель» конкурса хутшăнма хатĕрленет.

Çак тапхăрта пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе вăй хунă юлташĕсем пирки те ăшă сăмахпа аса илет вăл. Вĕсем: Александра Чернова, Мина Сидорова, Луиза Денисова, Ирина Яковлева, Зинаида Сидорова, Людмила Львова воспитательсем, Ольга Егорова музыкант, воспитателе пулăшакансем – Наталия Сынкина, Альбина Петрова, Венера Лисова, Александра Денисова, Александр Чернов тата ыттисем те.

…Пĕчĕк шăпăрлансем кашни çĕнĕ куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, вĕсем хăйсен юратнă воспитателĕпе тĕл пулма васкаççĕ…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code