Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акцие хутшăннă

Акцие хутшăннă

Районти АПК ветеранĕсен йышĕнче тăракансем Луганскпа Донецк Халăх Республикисенче пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕ кỹрес тĕллевпе йĕркеленĕ акцие хутшăнса ырă пуçару турĕç.

Канаш ертỹçи Валерий Шадриков çак ыйтупа тухсан нихăшĕ те хирĕçлекен тупăнмарĕ. Мĕн шухăшланине çав кунхинех пурнăçлама та пултарчĕç. Инкеке лекнĕ çынсене пулăшас тĕллевпе куллен кирлĕ тавар, пăсăлман апат-çимĕç, кĕнекесемпе канцеляри таварĕсем туянчĕç, вĕсене пухас тĕлĕшпе районта ятарласа уçăлнă пункта леçрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code