Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бизнеса пулăшма

Бизнеса пулăшма

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене çĕршыври, тĕнчери юлашки вăхăтри кăткăс лару-тăрăва шута илсе пулăшмалли çул-йĕре тишкернĕ.

Раççей Банкĕ тĕп ставкăсене ỹстерни, паллах, бизнес ресурсĕсене хаклатса ярать. Çав вăхăтрах çакă финанс-кредит учрежденийĕсене ура çинче çирĕп тăма май памалла. «Ку тытăм йăшсан бизнесшăн тата пысăкрах йывăрлăхсем сиксе тухассине эпир пурте лайăх ăнланатпăр, — тенĕ Олег Николаев. — Кăштах чăтмалла, пĕрер уйăхран лару-тăру йĕркеленсе каясси иккĕлентермест». Çитес вăхăтра мĕн пулса иртесси пирки халех татăклăн калама çук, паллах. Апла пулин те, республика ертỹçи çирĕплетнĕ тăрăх, макроэкономика саккунĕсене шута илсен 2-3 уйăхран тĕп ставка чакма пуçламалла. Юлашки кунсенче банка укçа хывма пыракан çынсен шучĕ те ỹснĕ. Çакă чи малтан вкладсен процентне хăпартнипе çыхăннă. Ку мера халăха укçа-тенкĕ «çунса каймассине» ĕненме шанăç кỹрет.

Анăç çĕршывĕсен санкцийĕсем Раççей экономикине сиенлĕ витĕм кỹреççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсем те шар кураççĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, РФ Патшалăх Думи çитес кунсенче предпринимательсене çăмăллăхсем памалли саккун проекчĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлет.

Пĕчĕк бизнеса йывăрлăхсене чăтса ирттерме чылай çăмăлтарах. Иртнĕ çулсенчи кризиссенче вĕсем хăйсене мĕнле тытмаллине вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ. Пĕчĕк бизнеса вара хальхи вăхăтри лару-тăрура самай пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă Олег Николаев. Çавна май пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрев пама 20-е яхăн пулăшу мерисене вăя кĕртме хатĕрленеççĕ. Март уйăхĕнче вĕсемпе пуринпе те усă курма пуçлама май килĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code