Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ардалион çара уран чупнă ялта

Ардалион çара уран чупнă ялта

Виçĕмçул «Тăван ялăм, савнă ялăм» проект çырса районти чылай хутлăха çитсе килме тỹр килчĕ. Кашни ял хăйне евĕрлĕхĕпе, пуянлăхĕпе, мăнаçлă çыннисемпе тыткăнлать. Район хаçатне вулакансем ун чухне интересленсе паллашрĕç ялсен кĕске историйĕсемпе, куллен вĕресе тăракан ĕç-хĕлĕпе тата самана таппипе тан утакан ĕç паттăрĕсемпе. «Пирĕн яла хăçан килетĕр? Пирĕн те мухтанмалли сахал мар, пирĕн те хамăр ял çинчен çырнине вулас килет», — тесе шăнкăравлакансем, ĕç пỹлĕмне кĕрсех хăйсем патне пырса курма ыйтакансем пулчĕç. Кăçал, район 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ май, вулакансен шухăшĕ питĕ вырăнлă та кăсăклă пулнине шута илсе хавхаланса çула пуçтарăнтăм. Хальхинче сăмахăма инçетри пĕчĕк ялсенчен мар, çывăхрисенчен пуçлас терĕм.
Ĕнел ялĕ маншăн темшĕн хăйне евĕрлĕ илĕртỹлĕхĕ-пе кăсăклантарать. Сăлтавне те лайăх чухлатăп: хушаматăм шăпах унтан тухнă-çке. Тата тỹрех хамрăн ĕçтеш, чылай çул район хаçатĕнче секретарь-машинисткăра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă Юлия Кузьмина ăшă куллипе, çепĕç калаçăвĕпе куç умне тухса тăчĕ. 30 çул каялла район хаçатне тĕрлĕ статья-тĕрленчĕксемпе, калавсемпе савăнтарнă Анатолий Марков ялкорăн почеркне паян та лайăх астăватăп. Елчĕк ял совечĕн секретарĕнче чылай çул тăрăшса хисепе тивĕçнĕ Зинаида Николаеван ĕçченлĕхĕ, ăс-хакăлĕ, тыткаларăшĕ яланах асăмра.

Пĕр чăмăрта пурăнаççĕ

Унччентерех район центрĕнчен икĕ çухрăмра вырнаçнă яла Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă каçсан тỹрех сылтăма пăрăнса ансăр сукмакпа, тырă пуссипе утатчĕ халăх. Халĕ вара масар çумĕпе иртекен сукмак хăйĕн йĕрне çухатнă. Çуран çỹрекенсем сахалланнăран, çынсем асфальтлă çулпа çỹреме кăмăлланăран килнĕ çакă. Яла пырса кĕрсен нумай та каймалла мар, «Телей» лавкка куç умне тухса тăрать. Дмитрий Чернов уйрăм предприниматель тытса тăрать ăна. Сăмах май каласан, ялта икĕ лавкка. Тепри — «Шанчăк» ятлă. 1912 çулта лартнăскер ялти истори палăкĕ шутланать. Вăл Керуç Марков купсан пулнă. Паян вара кунти лавккара Владимир Арбузов усламçă суту-илỹ тăвать. Тавар туянакансем хушшинче пĕр каларăш та анлă сарăлнă: «Телей» пулмасан та «Шанчăк» пур пирĕн», — теççĕ. Иккĕшĕнче те куллен кирлĕ таварсем сутаççĕ.

Пуш уйăхĕ вĕçленсе пырать пулсассăн та урамра юр нумай. Кăçалхи хĕл юрлă килчĕ. Маларахри çулсенче çил-тăманра урамсене кĕрсе тухма йывăртарах пулнă пулсан, юлашки çулсенче ку ыйту нихăçан та йывăрлăх кăларса тăратман. Акционерсен «Прогресс» хупă обществи ялти çулсене тĕплĕ пăхса тăни куç умĕнче. Пĕр урамран теприне çăмăл машинăпа часах çитме пулать.

5 тỹп-тỹрĕ, 2 тăрăх урам ялта. Чăвашла ячĕсем ытти ялсенчисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ: Аслă урам, Анаткас, Тукас, Çĕнкас, Масар касси, Лавкка касси тата Çамрăксен урамĕ. Паллах, пушă çуртсем çук мар, хăшĕ-пĕри хуçисем çукран çĕр çине «ỹпĕннĕ».

Çичĕ урамран улттăшне вак чул сарнă. 2014 çултах, ял çыннисем çурхи-кĕрхи кунсенче çăмăл машинăсемпе кĕрсе тухма çуккипе нушаланнăран, хăйсен кĕсйинчи укçи-тенкипе вак чул туянса ăна сарма мехел çитернĕ. Район та, ял тăрăхĕн администрацийĕ те пĕр пус та уйăрман ун чухне. Пĕлтĕр вара Çĕнĕ кассем вырăнти пуçару программине хутшăннă. Кăçал та çак ырă проекта хутшăнса масар йĕри-тавра карта тытма, 200 метр çул сарма планланă.

Ĕнелсем вырăнти хуçалăхра вăй хураççĕ, район центрĕнчи тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче тăрăшаççĕ. Ялти чи ватă хĕрарăм — Мария Куприянова. Вăл 93 çулта. Арçынсенчен вара Аркадий Филатов вăрăм ĕмĕрлĕ. Аркадий Емельяновичпа Зиновия Александровна Филатовсем 6 ача çуратса ỹстерсе 70 çула яхăн пĕр сукмакпа утаççĕ. Кăçал çемьен 60 çулхи юбилейне Николай Никандровичпа Роза Кирилловна Ефимовсем кĕтсе илеççĕ.

Ял ватăлса пырать тесех калама çук-ха, питĕ сахал пулсассăн та «çĕнĕ кайăксем» вĕçсе килеççĕ. Нумаях пулмасть, акă, Сергейпе Анжела Куприяновсен йыш хушăннă — виççĕмĕш пепки Дарина çут тĕнчене килнĕ.

Çу кунĕсенче урамсем ачасен сассисемпе тулаççĕ. Пĕлтĕр культура çурчĕ çумĕнче ача-пăча площадки хута янă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем валли виçĕмçул спорт площадки çĕкленсе ларнă. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен ачасем ытларах уçă сывлăшпа киленсе çакăнса тăракан кĕпер урлă каçса Тỹскел ялĕ витĕр çỹреççĕ, пуçламăш классенче вĕренекенсене автобуспа турттараççĕ.

Нумай ачаллă çемьесем малашлăха çирĕп утăмсемпе утăмлаççĕ. Кил-çурчĕсене çỹллĕ хăпартнипе пĕрлех хулари пек хăтлă пурăнаççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх ỹстерме те ỹркенмеççĕ. Дмитрийпе Алена Исаковсем, Александрпа Алена Журавлевсем, Сергейпе Елизавета Немцевсем, Александрпа Марина Ченакинсем, Эдуардпа Наталия Лупансем виçшер, Сергейпе Алевтина Кузьминсем, Александрпа Ирина Романовсем тăватшар ача ỹстереççĕ.

ЦИФРĂСЕМПЕ ФАКТСЕМ

Яла Христос тĕнне кĕмен чăваш Тутирек пуçласа янă тени çырăнса юлнă. Архивсенчи документсем тăрăх хальхи Куславкка районне кĕрекен Мĕниçырми ялĕнчен куçса килнĕ çынсем пуçласа янă тени те пур.

1710 çул тĕлне 19 хуçалăх, 2021 çулта 174 хуçалăх, 307 çын шутланнă.

Ялта «Прогресс» АХОн выльăх самăртакан ферми, трактор паркĕ, культура çурчĕ (унта библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕ вырнаçнă) пур.

2003 çулта газ кĕртнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 142 çын тухса кайнă, 62-шĕ каялла таврăнайман. Вăрçă ветеранĕсене асăнса пĕлтĕр çĕнĕ палăк лартнă.

Йышпа тăрăшсан ĕç ăнать

Тăван ял илемĕшĕн тăрăшакансем, активистсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Вăхăтра пурнăçламалли ĕç-пуçа ял старости Владимир Николаев ертсе пырать. 25 çул стаж пухнă анлă тавра курăмлă педагог ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупнă. 2018 çулта, клубра çын çуккипе ăна хупас тесе ыйту тухса тăрсан, Владимир Арсеньевич шкул хыççăн культура тытăмĕнче те вăй хурса тăрăшма вăй-хал, ăсталăх тупма пултарнине пĕлтернĕ. Хуçасăр ларакан çурт часах арканма та пăхать. Юрласа-ташласа савăннипе, концертсем курнипе пĕрлех халăхпа сỹтсе явмалли, канашламалли, çĕршыв шайĕнчи мероприятисем тăтăшах пулаççĕ.

15-20 çул юсав ĕçĕсем пурнăçламан культура çурчĕ кивелнĕ. Çĕнĕ хуçа активистсене пуçтарса калаçнă хыççăн ял халăхĕ пĕр сăмахра пулса клуба йĕркене кĕртме шухăш тытнă. Ватти-вĕтти те аякра тăман. Владимир Николаевшăн культура ĕçĕ çĕнĕлĕх мар, çамрăк чухне те чылай çул кунта тăрăшнă. Ял çыннипе алла-аллăн тытăнса вăй хума старостăна суйлани те хистет.

Ял пурнăçĕнчен аякра тăман арçынсемпе хĕрарăмсем клуб стенисене сăрланă, чаршавсене çĕнетнĕ… Унтан В.Николаев тĕрлĕ уявсем ирттерме пуçланă. Ватти-вĕтти пухăннă клуба. Патшалăх ялти культура учрежденийĕсем çине тата пысăк тимлĕх уйăрма пуçланăран тĕрлĕ программăсем ĕçе кĕнĕ. Ĕнелсем те проект çырса 1280 пин тенкĕлĕх пулăшăва çĕнсе илнĕ. Çав укçа-тенкĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: чỹречесене, ăшă пăрăхне улăштарнă, урай сарнă, стенасене çĕнĕрен штукатурка тунă, пỹлĕмсене уйăрнă… Клуб территорине тирпейлесе тротуар сарнă. Фойене пырса кĕрсенех «Ылтăн алăсем» кружока ертсе пыракан Анжелика Куприянован ал ĕçĕсем сумлă вырăн тупнă. Стена çинче — 2013 çулхи ял уявĕнче ỹкернĕ сăн ỹкерчĕксен стенчĕ. Чăннипех те çав тери хăтлă та çутă культура çуртĕнче. Библиотека та пуян. Марина Филиппова тирпейлỹçĕ хăйне шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçлать.

Туслă ял-йыш урамсене е масар çине тирпейлемелле-и, е ытти ĕç пурнăçламалла — кашнийĕшĕ коллективлă ĕçе хапăл. Пĕрне мухтаса тепĕрне хурлаймăн. Ял уявне çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерессипе Ĕнелсене çитекенни çукрах пулĕ. Чылай çул пĕрле пуçтарăнса калаçса ларасси, юрласа савăнасси, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Хуларисем йышлăн пуçтарăнаççĕ, тăван ял ытамĕнче пулас тесе уява чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Улăхри юрă-кĕвĕ инçетренех илтĕнет çак кун. Тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнă паттăрсене парнесем парасси те ырă йăлара. Праçник спонсорĕсем те ял хастарĕсемех.

Юрă-ташă пурнăç илемĕ тенĕрен, Надежда Куприяновăпа Людмила Владимирова чăваш халăх юррисене шăрантарма пуçласан, çитменнине хуткупăс ярса тытсан, никам та ахаль лараймĕ. Шăранать вара çĕпĕç кĕвĕ ял тăрăх. Юрий Журавлев та купăс калама ăста пулнипе палăрать. Надежда Тимофеева, Валентина Маркова, Валентина Порфирьева, Галина Петрова чылай çул фольклор ушкăнне çỹреççĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр.

Валентина КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code