Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăвăç — тăван районта

Сăвăç — тăван районта

Районти тĕп библиотекăра Любовь Федорова поэтпа тĕл пулу иртрĕ. Любовь Михайловна сăвăç анчах мар, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ те. Вăл чылай çул тĕрлĕ шкулсенче, çав вăхăтрах районта та, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Энтепе ялĕнче кун çути курнă паллă ентешĕмĕр 70 çулхи юбилейне халалланă тĕл пулăва пуçтарăннисем чи малтанах «Тăван енĕн юратнă хĕрĕ — Любовь Федорова» куравпа паллашрĕç. Унтан сăвăç хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Раиса Казакова-Сэйт Любовь Михайловнăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем шăрантарчĕ. Шупашкарти 1-мĕш гимназинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Леонтьева сăвăç пирки хатĕрленĕ «Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе» электронлă презентацийĕпе тыткăнларĕ.

Любовь Федорова сакăр кĕнеке авторĕ. Таса çăлкуç пек тапса тăракан чун-чĕреллĕ сăвăç ытларах çут çанталăка, илеме сăнлама юратать. Çавăнпа та унăн сăввисем тарăн шухăшлă, асамлă. Чĕлхи те яка та çыпăçуллă.

Пуçтарăннисем Раççей писателĕсен союзĕн членне тăван тăрăхра курма питĕ хавас пулнине палăртрĕç, çуралнă кун ячĕпе ăшă саламсем каларĕç, унпа мухтаннине пĕлтерчĕç. Хисеплĕ хăна çывăх вăхăтра вулакансене çĕнĕ кĕнекепе савăнтарасса хыпарларĕ, библиотекăна хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

Н.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Л.Федорова сăвăçпа А.Петрова директор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code