Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район хаçачĕ — шанчăклă тус

Район хаçачĕ — шанчăклă тус

Елчĕкри Çамрăксен урамĕнче пурăнакан Валентина Филимоновăпа Роза Морозова Ильгиза Григорьева почтальонка килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Акă паян эрнекун — район хаçачĕ пичетленсе тухнă. Çанталăк ăшăтса пынăран кỹршĕсем почтальонкăна кĕтсе урама тухнă, вăл çитиччен уçă сывлăшпа киленсе утаççĕ. Хастар пенсионерсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçре пиçĕхсе ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Валентина Петровна 30 çул ытла ачасене тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ, Роза Витальевна тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, юлашки çулсенче тĕп больницăра кухньăра тăрăшнă. «Елчĕк ене» чылай çул çырăнса илекенсем 2-мĕш çур çулта та унран уйрăласшăн мар.

В.КИРИЛЛОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: И.Григорьева, В.Филимонова, Р.Морозова.

Яланах пĕрле пулар!

Апрелĕн 4-14-мĕшĕсенче «Елчĕк ен» хаçата 2022 çулхи 2-мĕш çур çулшăн йỹнĕрех хакпа çырăнтараççĕ.

Иккĕмĕш çур çулта та район хаçачĕпе пĕрле пулас тесен ăна почта çыхăну уйрăмĕсенче 466 тенкĕ те 68 пуспа çырăнма пултаратăр.

Альтернативлă майпа хаçат редакцине килсе çырăнма, кайран ăна редакцирен, НФЦран, автовокзал территорийĕнчи Анатолий Краснов предпринимателĕн, районти тĕп больница çывăхĕнчи Надежда Герасимован «Для Вас» лавккисенчен илсе тăма тата йỹнĕпе — 300 тенкĕпе çырăнма та пулать.

Хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code